Комсомольский муниципальный округ

Комментарий главы администрации Комсомольского района А.Н. Осипова к Посланию Главы республики к Госсовету Чувашии

"Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕнче çивĕч те пĕлтерĕшлĕ, пурне те хумхантаракан ыйтусене хускатрĕ. Вĕсем пурнăçăн кашни сферинех пырса тивеççĕ. Унсăр пуçне республика Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен ĕç-хĕлне çутатса пачĕ, регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне тĕплĕн тишкерчĕ, малашлăх тĕллевĕсене те палăртрĕ. Тĕслĕхрен, республикăри инвестици тытăмне илес пулсан, эпир малта пыракан регионсенчен пĕри шутланатпăр. Ку вăл - Чăваш Енре, тăван тăрăхăмăрта, ĕçчен те тăрăшуллă, малашлăх пирки шутлакан, малалла ăнтăлакан халăх пурăннине тепĕр хут çирĕплетекен ырă пулăм. Халăхăмăрăн пурнăçне аванлатас, ăна хăтлăлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе эпир те тĕрлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр. Акă, "Инициативное бюджетирование граждан", "Городская среда" программăсенех илер. Юлашкинчен асăннă программа пирĕн тăрăхăмăрта 2018 çултан вăя кĕрет пулсан, "Инициативное бюджетирование граждан" программăпа усă курни районăмăрăн сăн-сăпатне ырă енне улăштарма чылай пулăшрĕ. Ĕçсене, паллах, халăхăн шухăш-сĕнĕвне шута илсе пурнăçларăмăр, малашне те çаплах пулĕ. Пирĕн пĕр тĕллев - ял çыннин пурнăç пахалăхне ỹстересси, халăха ĕçпе тивĕçтересси тата тупăшсене ỹстересси. Ун пек чухне çамрăксем яла ытларах юлĕç, çавна май чăваш ялĕсем татах та аталанĕç, йăл илĕç, демографи лару-тăрăвĕ те ырă енне улшăнĕ".

Александр ОСИПОВ,

район администрацийĕн пуçлăхĕ



18 января 2018
10:00
Поделиться