Комсомольский муниципальный округ

Цифра çине куçма компенсаци

Çывăх вăхăтра пирĕн республикăри телекурав цифрăллă пуласси çинчен кашниех илтнĕ ĕнтĕ. Цифра çине куçма кивĕрех телевизорпа усă куракансен ятарлă цифрăллă приставка туянмалла, çĕнĕ йышши телевизорсемпе усă куракансен вара антенна пулни çителĕклĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи мартăн 15-мĕшĕнче йышăннă 78 №-лĕ хушăвĕ тăрăх, граждансен хăш-пĕр категорийĕсене цифрăллă приставкăсемпе антеннăсене туянма компенсаци тÿлеççĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçинчен Ираида Никитинаран ыйтса пĕлтĕмĕр.
— Ираида Алексеевна, граждансен мĕнле категорийĕсем приставка тата антенна туяннă чухне пулăшупа усă курма пултараççĕ?
— Чи малтанах ку йĕрке Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене пырса тивет. Çавăн пекех çемьен е пĕччен пурăнакан çыннăн тупăшĕ Чăваш Республикинче çирĕплетнĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пĕчĕкрех пулсан, е çемьене сахал тупăшлисен шутне кĕртнĕ пулсан, вĕсем те çак пулăшупа усă курма пултараççĕ.
— Компенсацин виçи мĕн чухлĕпе танлашать-ши?
— Компенсацие июлĕн 31-мĕшĕччен туяннă хатĕр-хĕтĕрĕн хакĕ чухлĕ параççĕ. Анчах та вăл обязательнăй телеканалсен эфирлă цифрăллă трансляцин зонине кĕрекен вырăнсенче пурăнакансемшĕн 1750 тенкĕрен пысăкрах мар. Çак зонăна кĕменнисемшĕн вара 6500 тенкĕрен иртмест.
— Компенсаци илес текенсен мĕн тумалла?
— Кăçалхи августăн 1-мĕшĕччен районти социаллă хÿтлĕх пайне пырса заявлени çырмалла, пĕрле çак документсене илсе пымалла: паспортăн копийĕ, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельство, республика территорийĕнче пурăннине çирĕплетекен, çемьен юлашки 3 уйăхри тупăшне кăтартакан, кирлĕ хатĕр-хĕтĕре туяннине çирĕплетекен документсен копийĕсем. Ыйтусем пур пулсан, район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайне пыма е 5-26-42 телефонпа шăнкăравлама пултаратăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.



02 апреля 2019
11:26
Поделиться