Комсомольский муниципальный округ

Театра юратакансен фестивалĕ иртет

Театра юратакансен фестивалĕ иртет

Мартăн 27-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округри полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чулхулари «Комедiя» театра çитсе курнă, спектакль пуçланиччен куракансемпе актерсене Театр кунĕ ячĕпе саламланă. Вăл РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2019 çул — Театр çулталăкĕ пулнине, федераллă округра халăха, уйрăмах çамрăксене, театрпа интереслентерес тесе чылай ĕç тунине палăртнă.
Атăлçи федераллă округра шкулсен тата студентсен коллективĕсен «Театрлă Атăлçи» фестивалĕ иртет. Малтан унăн регионсенчи тапхăрĕ пулать, кайран вара вĕсенче мала тухакансем округ шайĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартса «Чи лайăх спектакль», «Чи лайăх режиссер ĕçĕ», «Чи лайăх актер», «Чи лайăх актриса» номинацисенче тупăшĕç. Финала тухакансен постановкисене телекурав тата Интернет урлă курма пулĕ.



02 апреля 2019
11:23
Поделиться