Комсомольский муниципальный округ

Нижнетимерчеевская ООШ отметила 125-летие со дня открытия

Нижнетимерчеевская ООШ отметила 125-летие со дня открытия

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Анат Тимĕрчкасси шкулĕ хăйĕн алăкĕсене пурне валли те яриех уçрĕ, кĕрлесе çеç тăчĕ. Тăван шкул 125  çул тултарнине халалласа кунтас авăнăçлă уяв иртрĕ. Хисеплӗ хӑнасем, тӗрлӗ ҫулсенче ӗҫленӗ, вӗреннӗ ҫынсем чылайăн пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем тулли кӑмӑлпа тӑван шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.

Анат Тимӗрчкасси шкулӗ хӑйӗн вӗренекенӗсемпе чӑннипех мӑнаҫланма пултарать. Ҫак шкултан пултаруллă нумай çын вӗренсе тухнă. Вӗсен хушшинче ученăйсем те, ертсе пыракансем те, техника çыннисем те, çӗр ӗçченӗсем те, выльăх-чӗрлӗх пăхакансем те, артистсем те, спортсменсем те, журналистсем те, врачсем те, вӗрентекенсем те, композиторсем те тата ыттисем те. Пурне те каласа тухма та çук. Акă, сăмахран, В.М. Толстов – полици полковникӗ, 20 çул ытла ЧР шалти ӗçсен министрӗ çумӗнче ӗçленӗ; А.П. Леонтьев – ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, «Остана» премийӗн лауреачӗ, 23 çул ытла «Хыпар» Издательство çуртне ертсе пынă, Раççей Писательсен союзӗн членӗ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн ăслăлăх ӗçченӗ; А.П. Капитонов - Чăваш наци конгресӗн экономика енӗпе ӗçлекен вице-президенчӗ, «Кӗтне» ентешлӗхӗн ертӳçинче вăй хунă, паллă предприниматель; И.Н. Кузьмин – ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ, Чăваш патшалăх пукане театрӗнче 80 ытла сăнар калăпланă; И.А. Лампасова – Чăваш наци радиовӗн тата Чăваш телевиденийӗн кăларăмӗсене ертсе пыраканӗ тата ыттисем те вӗренсе пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫинет ухнӑ.

Шкулӑн 125 ҫулхи юбилейне Комсомольски район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, ҫӗр, пурлӑх пайӗсен пуҫлӑхӗ И.Н. Лепешкина, Комсомольски районӗн вӗрентӱ пайӗн пуҫлӑхӗ В.П. Голыев, Тукай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.П. Андреева, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ, РФ физкультура тата спорт отличникӗ В.И. Ласточкин, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ Н.А. Павлова (Кондратьева), Ҫӗрпӱ районӗн Поваркасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Г. Плешков, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ О.В. Лукова, ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ Н.Е. Кадыков, ЧР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ Белкова А.Ф. тата ыттисем те килсе хисеп турӗç.

Уявра чи хисеплӗ хӑнасем учитель-ветерансем пулчӗҫ: ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, вӗрентӱ ӗҫӗн отличникӗ, учитель-методист, 31 ҫул ҫак шкулта вӑй хунӑ аслӑ категориллӗ учитель А.Т. Ежергина, вӗрентӱ ӗҫӗн отличникӗ, 27 ҫул çак шкулта учитель, завуч, директор пулса ӗҫленӗ Н.И. Крылов, чылай ҫул хушши Анат Тимӗрчкасси шкулӗнче ачасене ҫырма-вулама вӗрентнӗ, «Аслӑ учитель» ята тивӗçнӗ М.Г. Григорьева, нумай çул çак шкулта физкультура учителӗ, пионервожатăй, шкулти библиотекарь пулса ӗçленӗ Л.П. Кузьмина.

Парнесем тата ăшă сăмахсем нумай пулчĕç. Тухса калаçакансем Анат Тимĕрчкасси шкулне малашне те çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума, ÿссе пыракан ăрăва тарăн пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларма ырă сунчĕç.

Вĕрентекенсене, паянхи кун шкулта ĕçлекенсене, Мухтав тата Тав хучĕсем парса чысларĕç.

Вĕрентекенсемпе вĕренекенсен юрри-ташши уява илем кÿчĕ. Ольга Лукова шăрантарнă илемлӗ юрăсем пуриншӗн те пысăк парне пулчӗç.

Кирек мĕнле уяв та укçа-тенкĕсĕр пулмасть. Çак уява ирттерме те пулăшакансем тупăнчĕç: А.П. Капитонов, В.Д. Земсков, В.П. Сидоров, А.М. Чебоксаров, А.П. Степанов, В.В. Муратов, «Луч»  ЯХПК ертÿçи А.В. Семёнов.



09 октября 2019
16:26
Поделиться