Комсомольский муниципальный округ

Усал чиртен сыхланар

Коронавирус инфекцийĕ çĕршывра сарăлса пынă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Ен территорийĕнче хатĕрлĕх ÿстересси çинчен калакан Хушăва алă пуснă. Ятарлă режим пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ. Çĕнĕ инфекци сарăлас хăрушлăха чакарас тесе Чăваш Енре чир-чĕртен хÿтĕленме хушма мерăсем йышăнаççĕ.
Организацисене, учрежденисене, предприятисене ĕç режимне профилактика тĕлĕшĕнчен хăш-пĕр улшăнусем кĕртме, пÿлĕмсене ятарлă хатĕрсемпе тасатсах тăма сĕннĕ. Час-часах ушкăнпа ирĕкре çÿреме, ют çĕршывсене ĕçлĕ çул çÿреве тухма юраманнине асăрхаттарнă, канашлусене аудио-видео мелĕпе йĕркелеме чĕнсе каланă. Республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсенче санитари-эпидемиологи тĕрĕслевне вăйлатнă. Çак тапхăрта пысăк мероприятисене, экскурсисене йĕркелеме чарнă. Вĕренÿ заведенийĕсенче дезинфекци ĕç-хĕлне, пÿлĕмсене уçăлтарассине, тасатассине çирĕп тĕрĕслесе тăрĕç.
Коронавируса пула пурне те карантина хупасси пирĕн республика çыннисене те сисчĕвлентернине асăрхама пулать. Хăшĕ-пĕрисем карантин вăхăтне валли тесе апат-çимĕç ытларах туянма пуçланă. Çавна май ЧР Ял хуçалăх министерстви мартăн 16-мĕшĕнчен пуçласа пурăнма кирлĕ чи пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçсен хакне, вĕсем суту-илÿ точкисенче пуррипе-çуккине кашни кунах тĕрĕслесе тăрать. Унсăр пуçне эрнере пĕрре ял хуçалăх продукцийĕн запасĕсене тĕрĕслет. Çак кунсенче ирттернĕ тĕрĕслев çакна çирĕплетнĕ: апат-çимĕç хакĕсем питех улшăнман, предприятисем апат-çимĕç продукцийĕ туса кăларас енĕпе туллин ĕçлеççĕ, хаксене пĕр шайрах тытса тăраççĕ. Республикăра пурăнма кирлĕ чи пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçсем çителĕклĕ çеç мар, РФ Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктрининче çирĕплетнĕ шайран чылай пысăкрах та.
Мартăн 13-мĕшĕнче Шупашкарти апат-çимĕç магазинĕсенче ирттернĕ тĕрĕслев тăрăх, сутлăхра пур тавар та пур, çăнăх, кĕрпе, сахăр çине хаксем тăрук ÿссе кайман. Мартăн 10-мĕшĕнчен пуçласа 16-мĕшĕччен сахăр, йÿçĕтнĕ турăх, çĕрулми, томат, иçĕм çырли çине хаксем кăшт пысăкланнă. Сысна тата чăх ашĕ, тĕтĕмленĕ пулă, хăяр, пылак пăрăç, мандарин хакĕсем кăшт чакнă. Ытти таварсен хакĕсем улшăнман. Сеть магазинĕсен ?»Магнит», «Лента»/ представителĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çынсем ытларах туяннине кура тата тавар турттарса килме хушма мерăсем йышăннă. Çапла вара ку магазинсен сентрисем пушă лармĕç.
«Коронавирус инфекцийĕ çĕршывра сарăлса пынине кура Чăваш Енре хатĕр тăмалли режим кĕртме йышăнтăм. Çавна май профилактика мерисене вăйлăлататпăр, массăллă мероприятисем хальлĕхе ирттерместпĕр. Пĕтĕмĕшле илсен, коронавирус республикăра пурăнакансенчен айккинче ирттĕр тесе тĕрлĕ мерăсем йышăнатпăр. Хальлĕхе республикăра çак инфекци лекнĕ çынсене тупса палăртман. Больницăсем, медицина ĕçченĕсем вăхăтра пулăшу пама хатĕр тăраççĕ.
Халăха апат-çимĕçпе тивĕçтересси енчен чăрмавсем çук. Ку ыйтăва эпĕ хам тĕрĕслесе тăратăп.
Республика çыннисем лару-тăрăва ăнланасса, профилактика мерисене тытса пырасса, ачасемпе ватă çынсене тимлесех тăрасса, обществăлла вырăнсенче сахалрах пулма тăрăшасса, аякри çула тухма тăхтасса шанса тăратăп», — пĕлтернĕ ЧР пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Олег Николаев.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



20 марта 2020
14:03
Поделиться