Патшалăх программи — çемьесемшĕн

Иртнĕ эрнере Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева амăшĕн капиталĕн программинчи улшăнусем çинчен видео çыхăну мелĕпе иртнĕ пресс-конференцире паллаштарчĕ.
Унта Чăваш Ен журналисчĕсем тата РФ Пенси фончĕн уйрăмĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Роза Алексеевна Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче пуçарнă ачаллă çемьесене пулăшмалли патшалăх программинчи çĕнĕлĕхсем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Çемьере пĕрремĕш е иккĕмĕш ача çуралнă хыççăн илмелли укçа виçи мĕнле; Амăшĕн капиталĕн сертификатне илесси çинчен ыйту çырмасăр хăçан йышăнĕç; Программăна хăш çулччен тăснă; Саккунра Амăшĕн капиталĕпе усă курмалли çĕнĕ майсем мĕнле; Çакă тата ытти ыйтусем çине хуравларĕ те Роза Кондратьева. 2020 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчи «Амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе мĕнле усă курмаллипе çыхăннă Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» ФЗ-35 №-лĕ Федераци саккунĕ кăçалхи мартăн 12-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Çĕнĕ норматив çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парассине вăйлатать. Чи малтанах асăннă патшалăх программине 2026 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснине палăртмалла.Тепĕр çĕнĕлĕх вăл — Амăшĕн капиталне çемьере пĕрремĕш ача çуралсан пани. Кун пекки ку таранччен пулман. Эппин, 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕрремĕш пепкешĕн те çемьесем патшалăх пулăшăвĕпе усă курĕç. Çавăн пекех амăшĕн капиталĕн сертификатне илмелли ирĕкпе пĕрремĕш ачана усрава илнĕ арçынсем те усă курма пултарĕç. Анчах та ачана усрава илни çинчен суд йышăнăвĕ 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ пулсан çеç. Пĕрремĕш ачашăн илмелли Амăшĕн капиталĕн виçи кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен 466 пин те 617 тен-кĕпе танлашнă.
Кăçал иккĕмĕш ача çуралнă çемьесем хушма укçа-тенкĕ те илĕç. Унăн виçи —150 пин тенкĕ. Çапла майпа икĕ ачаллă мăшăр пĕтĕмпе 616 пин те 617 тенкĕ илме пултарать. Çак укçана кăçал çуралнă виççĕмĕш, тăваттăмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн те параççĕ.
Енчен те иккĕмĕш ача 2020 çулта çуралнă, ашшĕ-амăшĕ сертификата илме ыйту тăратса ĕлкĕрнĕ пулсан пулăшу виçи ыйту çырмасăрах ÿсет. Кун çинчен информацие гражданинăн Раççей Пенси фончĕн сайтĕнчи харпăр хăй кабинетне кĕрсе тĕрĕслемелле.
Амăшĕн капиталĕн сертификатне илессипе çыхăннă патшалăх пулăшăвне проактивлă форматпа та илме пулать. Урăхла каласан, ыйту тăратмасăрах. Ача çуралнă хыççăн Амăшĕн капиталне илмелли право автомат мелĕпе йĕркеленĕ. Ун хыççăн çемье кирлĕ ыйту çырса çав укçа-тенкĕпе усă курма хатĕрленĕ. Ăна валли мĕн кирлине Раççей Пенси фончĕ хăех пурнăçлĕ. Сертификат парассине е хирĕçленине амăшĕн СНИЛС даннăйĕсене, ЗАГСăн Пĕрлехи патшалăх реестрĕнчи ача çуралнин сведенийĕсене тĕпе хурса йышăнĕç. Кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕччен çуралнă ачаллă çемьесем сертификата малтанхи йĕркепех илме пултарĕç: Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă электрон ыйту тăратса, е Раççей Пенси фончĕн сайтĕнчи харпăр хăй кабинетĕнче, е Нумай функциллĕ центр урлă.
2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сертификат пама йышăну тумалли вăхăта чакарнă. Енчен те малтан çакна ыйту тăратнă хыççăн 15 кунра татса панă пулсан, килес çултан Пенси фончĕн органĕсем 5 ĕç кунĕнче пăхса тухса йышăнĕç. Патшалăх сертификатне илме ыйту тăратаканăн малашне çемьен пурлăхĕ пĕрлехи харпăрлăхра пулнине нотариус патĕнче çирĕплетнине кăтартма кирлĕ мар. Унпа пĕрлех пурлăхăн ашшĕ-амăшĕн тата ачисен харпăрлăхĕ çинче пулмалла. Çакна саккунра çирĕплетнĕ. Амăшĕн капиталĕпе усă курмалли çĕнĕлĕх вăл — кил-çурта садăн çĕр лаптăкĕ çинче лартмалли. Çĕр амăшĕн е мăшăрĕн харпăрлăхĕнче пулмалла тата пÿрт лартма ирĕк пани кирлĕ.
Кредит тÿлессин вăхăтне тата ăна тÿлесе татассине ансатлатмалли меле çирĕплетнĕ. Çапла майпа кредит паракан банка тата Пенси фондне ыйту тăратас вырăнне çемье банка çеç ыйту тăратма пултарать. Ку чухне çемье кредит илмелли ыйтупа пĕрле кредит тÿлесе татасси е амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе кредитăн пĕрремĕш тÿлевне пурнăçласси çинчен ыйту тăратать.
2018 çулта иккĕмĕш ача çуратнă çемьесем пепке çуралнă хыççăнах амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине уйăхсеренхи пособи пек илме пултараççĕ. Кăçал уйăхсерен илмелли тÿлевсен условийĕсемпе вăхăчĕсем улшăннă. Малашне çак укçана иккĕмĕш ача 3 çул тултариччен илсе тăма май пур. Анчах та çемье тупăшĕн шайне кашни çул кăтартса тăмалла. Чăваш Республикинче уйăхсеренхи тÿлеве илме çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăшлă мăшăрсем пултараççĕ. Çак виçе 20 пин те 268 тенкĕпе танлашать. Кăçал уйăхсеренхи тÿлевĕн виçи те ÿснĕ — 611 тенкĕ. Халĕ иккĕмĕш ачашăн амăшĕн капиталĕнчен кашни уйăхра илсе тăмалли тÿлев 9541 тенкĕпе танлашнă. Амăшĕн капиталĕн сертификачĕпе çыхăннă ыйтусемпе www.pfrf.ru сайтĕнчи «Регионта пурăнакансене валли информаци» пайĕнче туллинрех паллашма пулать.
С.Ефимова хатĕрленĕ

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



20 марта 2020
14:04
Поделиться