Комсомольский муниципальный округ

Дартс вăййинче çĕнтернĕ

Мартăн 17-мĕшĕнче Етĕрне хулинче пенсионерсем хушшинче «Спортивное долголетие» спартакиадăн виççĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта командăсем шывра ишессипе тата дартс енĕпе тупăшнă.
Дартс вăййинче пирĕн район чысне Хирти Явăшра пурăнакан Галина Ивановнăпа Анатолий Клементьевич Давыдовсем хÿтĕленĕ. Вĕсем 25 команда хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Галина Ивановна хĕрарăмсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Палăртса хăвармалла: спорта юратакан мăшăр яланах районта, республикăра иртекен ăмăртусене хастар хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Вĕсене малашне те çирĕп сывлăх, спортра çитĕнÿсем тума сунатпăр.
В.ПУНДЯКОВ

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



24 марта 2020
10:39
Поделиться