Комсомольский муниципальный округ

Поздравление главы администрации Комсомольского района А.Н. Осипова с Днём чувашского языка

Поздравление главы администрации Комсомольского района А.Н. Осипова с Днём чувашского языка

Хисеплĕ Каçал районĕн çыннисем!

Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чунтан саламлатăп.

Тăван халăхшăн пĕтĕм чунне, вăй-халне панă Иван Яковлевич Яковлев ятне пирĕн халăх ăру хыççăн ăру чĕре çумĕнче тытса, сума суса пурăнать. Аслă  вĕрентекенĕмĕрĕн халалĕ кăна мĕне тăрать! Унти кашни сăмах, кашни йĕрке паян кун та пире çывăх, питĕ хаклă.

Сире малашне те çитĕнỹсем тума ăнăçу, телей, сывлăх сунатăп. Аннесен сăпка юррисемпе юратса ỹснĕ чăваш чĕлхине сума суса, хисеплесе пурăнăр.

Каçал районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ                        А.Н. Осипов


23 апреля 2020
09:10
Поделиться