Журналистсен ыйту нумай

Майăн 20-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăри хаçатсен тĕп редакторĕсемпе, журналистсемпе онлайн мелпе тĕлпулу ирттерчĕ. «Калем ăстисен» республика ертÿçи патне чылай ыйту пулчĕ.
Паянхи кун республикăра пурăнакансене чи вăйлă пăшăрхантаракан ыйту вăл, паллах — коронавирус эпидемийĕпе çыхăннă лару-тăру. Эпидеми çынсен хăнăхнă пурнăç йĕркине тĕпрен улăштарчĕ, нумайăшне, уйрăмах хăйсен бизнесне тытса тăракансене, йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Çавна май тĕрлĕ шайри бизнеса федераци шайĕнченех тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтерме йышăннă. Олег Николаев çак мерăсем пирĕн республикăра пурнăçланма пуçлани çинчен пĕлтерчĕ. Тĕслĕхрен, арендăпа налук тÿлевĕсене халĕ каярах тÿлеме май пур. Унсăр пуçне, предприятисене ĕçлекенсен шутне малтанхи шайра тытса пыма тата ĕçе малалла тăсма çăмăллăхлă кредитсем параççĕ.
Республика экономики чи малтанах пысăк предприятисем çинче тытăнса тăрать, çав шутра «Трактор завочĕ», «Химпром», «Элара» тата ыттисем те. Экономикăшăн йывăр тапхăрта регион правительстви вĕсен ĕçне сăнасах тăрасса, май килнĕ таран пулăшу кÿрессе палăртрĕ Олег Алексеевич. Вăл çавăн пекех республикăра вăхăт ыйтăвĕсемпе тан ĕçлесе пыракан предприятисем чылай пулнине, вĕсем кăткăс лару-тăрура та çухалса кайманнине, паянхи кун кирлĕ таварсем туса кăларасси çине кĕске хушăрах куçнине ырларĕ. Ку, паллах, çынсене вирусран хÿтĕленме пулăшакан хатĕрсем туса кăларакансене пырса тивет. Унччен республикăра маскăсем, халатсемпе бахиллăсем хатĕрлемен пулсан, халĕ 53 предприяти хÿтĕлев хатĕрĕсем çĕлет.
Ял хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусем тавра та калаçу пычĕ. Ялта пурăнакансене сĕте йÿнĕ хакпа туянни кашни çулах пăшăрхантарнине палăртрĕç журналистсем. Унсăр пуçне ял ипотеки те чылайăшне кăсăклантарать, тĕрлĕ ыйту çуратать. Ку программăпа кивçен укçана 3 процентлă виçепе ялсенче хваттер, çурт-йĕр туянма, çĕннине хăпартма параççĕ. Агропромышленноç комплексĕнче тăрăшакансемшĕн тата нумай ачаллă çемьесемшĕн ипотека проценчĕ тата та пĕчĕкрех. Олег Николаев çак ыйтусене туллин уçăмлатрĕ.
Видеоконференци вăхăтĕнче коррупци çинчен те сăмах пычĕ. Çак пулăмпа кĕрешме, ертÿçĕ шухăшĕпе, патшалăх пулăшăвĕпе пурнăçланакан пур программăна та кашни тапхăртах витĕр курăнакан уççăнлăхпа тивĕçтермелле. Çакна тума пур майсем те пуррине пĕлтерчĕ вăл, журналистсене те çак ĕçе хутшăнма сĕнчĕ.
Кăçал Республика кунне Хĕрлĕ Чутай йышăнать. «Уяв пулать-и?» — тÿррĕн ыйтрĕç журналистсем. «Ку пĕлтерĕшлĕ кун. Анчах та эпир ăна хăнăхнă йăлапа паллă тăваймăпăр. Лару-тăру çăмăллансан уяв пулатех», — палăртрĕ Олег Николаев.
Икĕ сехете яхăн пынă онлайн-конференцире нумай ыйту янăрарĕ. Олег Алексеевич журналистсене кăсăклантаракан пĕр ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармарĕ, кашнин çине тулли хурав пачĕ.
Олег Николаев пандемипе çыхăннă виçĕ тапхăр пирки аса илтерчĕ. Шăпах виççĕмĕш тапхăр патне çывхарсассăн çеç ача сачĕсене уçасси пирки калаçма пулать.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



22 мая 2020
11:28
Поделиться