Комсомольский муниципальный округ

Каялла чакмасть-ха коронавирус

Статистикăна тишкерес пулсассăн çĕршывĕпе коронавирус çĕнĕрен ернĕ тĕслĕхсем кăшт сахалланни паллă. Майăн 31-мĕшĕ тĕлне, тĕслĕхрен, Раççейре 414878 çын чирлĕ, 175877 çын сывалнă, 4855 çын вилнĕ.
Анчах та хăшпĕр регионсенче, вăл шутра пирĕн республикăра та, ку кăтартусем лăпланма иртерех пулнине калаççĕ. Майăн 31-мĕшĕ тĕлне Комсомольски районĕнче пĕтĕмпе 101 çын чирли паллă. Хăвăрах сисетĕр ĕнтĕ, цифрăсем ÿсни шиклентерет.
Чир аллине лекес мар тесен мĕн тумалла-ха? Паллах, чару мерисене çирĕп пăхăнмалла. Çакă хамăр сывлăха çеç мар, ытти çынсен пурнăçне çăлма та май парĕ.
Районта, акă, мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслев вăйне кунсерен ÿстереççĕ. Мĕн чухлĕ рейд, тĕрĕслев ирттереççĕ вĕсем: кашни кунах ялсем тăрăх тухса çÿреççĕ, районта пурăнакансемпе тĕл пулаççĕ, ытти регионсенчен килнисем, теветкеллĕх ушкăнĕнчисем самоизоляци режимне епле пăхăннине асăрхасах тăраççĕ. Унсăр пуçне, обществăлла вырăнсенче, лавккасенче çынсем маска режимне епле уяни те — мобильлĕ ушкăн тимлĕхĕнчех.
Маска тенĕрен… Маска режимĕ иртмен пулин те хăшĕ-пĕри унпа пачах та усă курасшăн мар. Лавккасене маскăсăр кĕрсе тухакансем те пур. Çынсем яваплăха туйманни, хăйсен, пĕрле пурăнакансен сывлăхĕшĕн тăрăшманни, паллах, пăшăрхантарать.
Коронавирус — хăрушă чир. Вăл çыннăн пурнăç хакне тăма пултарать. Эппин, харпăр хăй, таврари çынсен сывлăхĕ пирки шухăшласчĕ.
ç Аса илтерсе хăваратпăр: июнĕн 6—7-мĕшĕсенче православи тĕнне ĕненекенсем вилнисене асăнаççĕ. Халиччен эпир çак кунсенче кашниех чиркĕве кайнă, масар çине çитсе килнĕ. Кăçал вара çынсен масарсем çине пачах кайма юрамасть, чиркĕве çÿрессинчен те тăхтамалла. Çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнасчĕ.
Майăн 29-мĕшĕнче районти коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттармалли оперативлă штаб 8 номерлĕ протокол, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ятарлă 145-р хушу кăларнă. Шăпах вĕсемпе килĕшÿллĕн коронавирус чирĕ районта хăвăрт сарăлнине шута илсе июнĕн 1-мĕшĕнчен район территорийĕнче ваккăн суту-илÿ тума, урамсенче сутма чарнă. Унпа пĕрлех потребительсемпе тÿрремĕнех çыхăннă тата пулăшу сферинче ĕçлекен организацисемпе уйрăм предпринимательсен ĕçлеме юрамасть. Çакă илем салонĕсене, парикмахерскисене те пырса тивет.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



02 июня 2020
10:11
Поделиться