Комсомольский муниципальный округ

Чир ерсен шăршăпа тутă туйми пулнă

Коронавирус инфекцийĕ ерни, ăна пула пурнăçран уйрăлма та пулни, паллах, хăратать. Апла пулин те, вируса çĕнтерсе малтанхи пурнăç патне таврăнакансем питĕ нумайăн. Пирĕн паянхи хăна коронавируспа чирленĕ пулнă. Çак вирус чăннипех пуррине, вăл питĕ хăрушшине шанман çынсене вăл çирĕплетсех калать: вирус пур, апла пулсан, сыхă пулни вырăнлă.
Майăн 8-мĕшĕнче Тукай Мишер ялĕнче пурăнакан Агзям Шакировăн ÿт температури хăпарнă. Майăн 10-мĕшĕнче унăн мăшăрĕн Наиля аппан та ÿт температури ÿснĕ. Тепĕр виçĕ кунран вĕсем васкавлă пулăшăва чĕнсе илнĕ. Тухтăрсем температурăна чакаракан укол тунă, эмелсем çырса панă. Майăн 15-мĕшĕнче участок врачĕ В.Н.Федорова вĕсене рентген тума чĕннĕ. Унта Наиля аппан пневмони пулни палăрнă. Çак кунах Шакировсенчен коронавирус анализне илнĕ, Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине илсе кайнă.
— Ăçтан çак чире ертнине эпир халĕ те пĕлместпĕр. Уйăх ытла эпир районтан ниçта та тухса çÿремен. Температура хăпарнисĕр пуçне, пĕтĕм шăм-шак ыратрĕ, апат тутипе шăрша туйми пултăмăр. Чир вăхăтĕнче пĕрре те ÿслĕк пулмарĕ, — каласа парать Агзям Шакиров.
Чир ернин пиллĕкмĕш кунĕнче Агзям шăршă пĕлми пулнă, унăн мăшăрĕн чирленĕ хыççăн виçĕ кунранах шăршăсем туйăнма пăрахнă.
— Ку чир питĕ йывăр. Ĕмĕрне те кун пек чирлесе курман. Больницăра 10 кун выртрăмăр. Унта ĕçлекен аслă медсестра хăй те çак хăрушă чирпе чирлерĕ. Больницăра пире питĕ лайăх пăхрĕç, вырăн таврашĕсене улăштарсах тăчĕç, лайăх апатлантарчĕç. Йăлтах çÿллĕ шайра, — пĕлтерет А.Шакиров.
Коронавируспа кĕрешекен врачсем, медсестрасем, санитарсем — паянхи паттăрсем. Вĕсем малти ретре инфекципе кĕрешеççĕ. Медицина ĕçченĕсем мĕнле йывăр условисенче ĕçленине пурте илтнех ĕнтĕ. Вĕсем — «хĕрлĕ зонăра». Шакировсен çемйи участок врачне В.Н.Федоровăна, васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче вăй хуракан врачсене, медицина сестрисене, санитарсене чĕререн тав тăвать.
— Нумай çын коронавирус инфекцине чăнласа йышăнманни мана питĕ тĕлĕнтерет. Вĕсем çак вируса такам ятарласа шутласа кăларнине ĕненеççĕ. Лару-тăру чăнласах та çивĕччине ăнланма чир ернĕ тата çын вилнĕ миçе тĕслĕх кирлĕ-ха? Тархасшăн, килĕрсенчен ан тухăр, хăвăра упрăр! Ÿт температури хăпарсан, шăм-шак ыратсан, вăй пĕтсен, типĕ ÿслĕк ерсен васкавлă пулăшу чĕнĕр, хăвăр тĕллĕн сипленме ан тăрăшăр, — тет коронавируспа куçа-куçăн тĕл пулнă Агзям Шакиров.
Паянхи кун общество икĕ пая пайланнине куратпăр. Пĕрисем чирлеççĕ, çын пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ, çывăх çыннисене хура тăпрапа хуплаççĕ… Теприсем вара нимĕнле йĕркесене пăхăнмасăр яланхиллех пурăнаççĕ, коронавирус таçта аякра, тепĕр планета çинче пулнине ĕненеççĕ…
Г.ГИНАТУЛЛИНА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



16 июня 2020
09:28
Поделиться