Комсомольский муниципальный округ

Çын пурнăçне çăлма васкаççĕ

Паянхи кун эпир çул çинче васкавлă пулăшу машини пысăк хăвăртлăхпа тата сас парса иртнине час-часах тĕл пулатпăр. «Çын пурнăçне çăлма васкаççĕ, хăвăртрах больницăна илсе çитересшĕн ĕнтĕ», — вĕлтлетет пуçра шухăш. Чăннипех те васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăрăшакансем çынна чи малтан пулăшу параççĕ, больницăна илсе çитереççĕ. Кунта кашни çеккунт тата минут хаклă пулнине лайăх пĕлеççĕ унта тăрăшакансем. Çапла çын пурнăçĕ — шурă халатлă ĕçченсен аллинче.
Районти васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăрăшакансен ĕçĕ паянхи кун чăннипех те çăмăллисенчен мар. Вĕсем шăнкăрав пулсассăнах тÿрех пулăшма васкаççĕ.
Комсомольскинчи тĕп больницăра вырнаçнă уйрăмра кашни кунах — икĕ фельдшер тата водитель дежурствăра. Пурĕ 20 яхăн çын тăрăшать коллективра. Вĕсенчен чылайăшĕ васкавлă пулăшу уйрăмĕнче 30 çула яхăн ĕçлет. Пурте пуян опытлă ĕçченсем. Пулăшу кĕтекенсем патне çитсен ăна чи малтан мĕнле пулăшмаллине кашниех лайăх пĕлет. Уйрăмра çемйипех тăрăшакансем те пур: Надеждăпа Николай Волковсем, Венерăпа Владимир Маковсем. Пуян опытлă ĕçченсенчен çамрăксем вĕренсе пыраççĕ. Акă, Е.Осипова, С.Тихонова, Ф.Миназетдинова, О.Ядрова, Г.Гайнутдинова, Е.Александрова, О.Скворцова, Р.Пыркина, Э.Исаева фельдшерсем Л.Гинетуллина, Р.Сулейманова, Л.Акшова, И.Фейзов çамрăк специалистсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Фельдшерсем кулленех çынсене тивĕçлĕ пулăшу кÿреççĕ пулсассăн, С.Гаврилов, А.Ложков, Е.Петров, С.Лисин, Ю.Киргизов, А.Луков, А.Ершов водительсем яланах вырăна вăхăтра çитессишĕн тимлеççĕ.
— Ĕçлеме те меллĕ. Автомашинăсем çĕнĕ, вĕсене чи çĕнĕ йышши оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Пациентсене тивĕçлĕ пулăшу пама пĕтĕмпех пур. Пирĕн тĕллев — çынна пирвайхи пулăшу парасси, унăн пурнăçне çăласси. Çакна пурнăçлас тесе куллен ĕçе васкатпăр, — пĕтĕмлетрĕ сăмахне Николай Волков фельдшер.
Кунта тăрăшакансем ĕçре çеç мар, обществăлла ĕçре те хастар. Вĕсем спорт ăмăртăвĕсене, тĕрлĕ мероприятисене, конкурссене те хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Маттур çын пур çĕрте те маттур ĕнтĕ вăл.
А.ЕФРЕМОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



19 июня 2020
13:24
Поделиться