Комсомольский муниципальный округ

Сывлăх пулсан пуринчен эпир пуян

Медицина ĕçченĕн кунĕ çывхарнă май район тĕп больницинче 3 çула яхăн тăрăшакан Николай Васильев тĕп врачпа сăмах пуçартăмăр. Николай Алексеевич район больницин коллективне ертсе пыма пуçличчен Канаш хулин больницинче тăрăшнă, Йĕпреçри тĕп больница лавне туртнă. Паянхи кун районти тĕп больница коллективĕ мĕнлерех утăмсемпе утать? Çĕнĕлĕхсем пур-и? Специалистсем çителĕклĕ-и? Çакăн тавра пулчĕ пирĕн калаçу.
— Николай Алексеевич, больницăра кадрсен ыйтăвĕ пур-и?
— Пытарма кирлĕ мар медицина ĕçченĕсем çитмеççĕ. Çак ыйту темшĕн яланах пулнă, пулать те. Тĕллевлĕ программăпа вĕренекен çамрăк специалистем аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн района таврăнасса шанатпăр. Каçал тăрăхĕнчен 22 çамрăк медицина ĕçченĕ пуласшăн, вĕсенчен 14-шĕ — тухтăр пулма тата 8-шĕ медицина сестрине вĕренеççĕ. Çамрăк специалистсем тăван ене таврăнсассăн кадрсен ыйтăвĕ татăласса шанатпăр. Вĕсен килĕшÿ тăрăх района таврăнмалла. «Ял тухтăрĕ» программа ĕçе пуçăннăранпа 20 врач килнĕ. Хăшĕсем каялла та кайнă.
Штатра пирĕн 360 çын ĕçлет. Вĕсенчен 50-шĕ — врач, 197-шĕ — вăтам медицина персоналĕ. Пациентсен тавне пурте тивĕçеççĕ тесен те йăнăшмастăп. Çынсен сывлăхĕшĕн графикпа çĕрĕн-кунĕн тухтăрсемпе медсестрасем дежурствăра тăраççĕ. Кашни специалист ĕçне ырăпа палăртатăп.
— Коронавирус пандемийĕ тапхăрĕнче вĕсен ĕçĕ тата та кăткăсланчĕ пулас;
— Канăçĕ пĕрре те çук. Инфекци уйрăмĕнчи вырăнсем чирлисемпе тулнă. Килсенче сипленекеннисен сывлăхне тĕрĕслеме те тухса çÿремелле.
Хăрушлăхĕ пуриншĕн те пур. Китайри Уханьте чир çĕкленнĕренпе врачсемпе медицина сестрисем те сахал мар вилчĕç. Чир палăрăмĕ пулсан килтен тухса çÿремелле марри çинчен сахал мар калатпăр. Çакă çывăх çыннисемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Анчах теприсем çакна ним вырăнне те хумаççĕ. Чир алли çитмĕл çичĕ чĕрнеллĕ, теççĕ. Коронавирус та çавах. Сывлăх сыхлавçисен хушăвĕсене мĕн чухлĕ çирĕпрех пурнăçлатпăр, чире çавăн пек хăвăртрах çĕнтеретпĕр. Çавă çеç. Тĕслĕхе Медицина ĕçченĕн куннех илер. Ăна йышпа палăртаймастпăр эпир. Пандеми иртсен тăрăшуллă ĕçченсене чыслатпăрах.
— Кирек хăш чире те мĕнле иртерех сиплеме пуçăнатăн, çавăн чухлĕ часрах сывалатăн.
— Çавăнпа диспансеризаци тухмалла та вăхăтра сывлăха тĕрĕслемелле. Акă, районта пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслеме республикăран ятарлă куçса çÿрекен флюорографи килнĕ. Чылай çын тĕрĕслев витĕр тухма та ĕлкĕрчĕ. Вăраха кайнă чир çыннăн пурăнас кун-çулне кĕскетет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Çулленех çынсен пурăнас кун-çулне вăрăмлатассине тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатпăр. Пĕлтĕр вăл вăтамран 72-пе танлашрĕ. Чĕрепе юн тымарĕсен, нерв, усал шыçă чирĕсем сиплев ыйтаççех. Автотранспортпа, ĕçке пула пулакан кĕтмен инкексенчен те асăрханмалла.
— Сывлăх сыхлавĕшĕн тăрăшасси пуçламăш звенона тÿрремĕнех пырса тивет. Вĕсенчи ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ-и?
— Ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетсе пырасси малалла та пырать. Вĕсем ку чухнехи условисене тивĕçтереççĕ. 2024 çулччен районта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хăпартма плана кĕртнĕ. Халĕ проектсем хатĕрлетпĕр. Çĕнни çĕнех вĕт. Кирлĕ оборудованисем пулаççĕ. Пациентсене пырса çÿреме кăмăллă. Черетре лармалла ан пултăр. Сусăр çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтертĕр тата ытти те.
Районти тĕп больницăра юлашки 2 çулта чылай юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Уйрăмсене, ĕç пÿлĕмĕсене чылай хăтлăлатрăмăр. Çакна медицина ĕçченĕсем çеç мар, районта пурăнакан кашни çын хакларĕ пулĕ тесе шутлатăп.
— Сывлăх пулсан пуринчен эпир пуян. Çакна тĕпе хурсан аван.
— Çавăншăн тăрăшаççĕ сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем. Уяв кунĕнче те чылайăшĕ ĕçре вĕсем. Хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ.
— Ăнăçусем сире.
— Шурă халатлă ĕçченсене професси уявĕпе саламлатăп. Ĕçре ăнăçусем савăнтарччăр, çемйĕрсенче килĕшÿ хуçалантăр. Çирĕп сывлăх, ăнăçу пултăр.
А.МАРИЯН

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



19 июня 2020
13:10
Поделиться