Комсомольский муниципальный округ

Йышпа тăрăшсан çитĕнÿсем савăнтараççĕ

Кашни çулах июль уйăхĕн пĕрремĕш вырсарникунĕнче Раççейри кооператорсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Пирĕн районти суту-илÿ ĕçченĕсем те çак куна тивĕçлипе кĕтсе илеççĕ.
Район çыннисен пурнăçĕнче райпо пысăк вырăн йышăнать. Унăн магазинĕсем, обществăлла апатлану вырăнĕсем, туса кăларакан продукцийĕ кашниншĕнех пĕлтерĕшлĕ. Комсомольски райповĕ яланах хастарлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Кунти ĕçченсем пултаруллă та маттур, çирĕп вăй-халлă. Паянхи кун райпора пурĕ 251 çын вăй хурать. Аслăрах çулхисем кăна мар, çамрăксем те ĕçре çивĕч. Халăха тĕрлĕ таварпа, пулăшупа тивĕçтересси, суту-илÿпе обществăлла апатлану çурчĕсене хăтлă та илемлĕ тăвасси, сутуçăсен професси пĕлĕвне тата культурине ÿстересси — райпон тĕллевĕсем.
Хальхи вăхăтра райпо системинче пурĕ 51 суту-илÿ предприятийĕ шутланать. Вĕсенчен 35-шĕ — лавккасем. Район центрĕнче тĕрлĕ таварсемпе: апат-çимĕçпе, строительствăра тата хуçалăхра кирлĕ таварсемпе, аш-какайпа, ял хуçалăх продукцийĕпе, запас пайсемпе сутă тăвакан магазинсем вырнаçнă. Кашни ялта тенĕ пекех куллен кирлĕ таварсемпе сутă тăвакан лавккасем пур. Вĕсенче тăрăшуллă, хăйсен ĕçне  пĕлсе  пурнăçлакан  ĕçченсем  вăй  хураççĕ.  Федор Гаврилов  /»Стройхозтовары» магазин/,  Елена Яндрова /Асанкасси/, Надежда Демина /»Торговый дом» ООО/, Иван Степанов /»Хозтовары»/, Мария Волкова /Нĕркеç/, Людмила Кузьмина /Йăлмахва/, Зоя Макова /Шурут-Нурăс/ уйрăмах лайăх кăтартусемпе палăрса тăраççĕ. Обществăлла апатланура тăрăшакансене те палăртса хăварас килет. Валентина Краснова /»Весна» ресторан/, Елена Ивановăпа Гельзинур Камалюкова /»Кĕтне» кафе/ поварсем чи тутлă апат-çимĕçпе хăнасене савăнтараççĕ. Хатĕрлев кантурĕнчи Геннадий Махминовпа Гюзелия Фарахиева питĕ хастар. Райпо тытăмĕнчи чи пултаруллă водительсене те ятранах асăнас килет. Вĕсем: Василий Макаров, Фидаил Гимальдинов, Разик Мавлютов, Михаил Лепешкин. «Хлебозавод» ООО-ра вара чи маттур пекарьсем — Юлия Иванова, Елена Тихонова, Валентина Кошкина — ĕçлеççĕ.
Сăмах май, Комсомольски райповĕн çăкăр пĕçерекен заводне паянхи кун районта пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. Унăн продукцине ытти районсен çыннисем те туянма пултараççĕ. Çапла Куславккара, Елчĕкре, Сĕнтĕрвăрринче, Канашра, Шăмăршăра, Патăрьелĕнче, Шупашкарта тата «Тандер» ОООн магазинĕсенче çак предприятире хатĕрленĕ тавара курма пулать. Завод пурĕ 60 тĕрлĕ çăкăр-булка изделийĕ тата 57 тĕрлĕ кондитер çимĕçĕ туса кăларать. Кашни çулах ассортимент пуянланса пырать.
Ĕçленине кура кăтартусем те савăнтараççĕ. «Хлебозавод» ООО кашни çулах республика шайĕнчи конкурссене хутшăнать, малти вырăнсене тухать. Паха та тутлă продукцие республикăра пурăнакансем хапăл тусах йышăнаççĕ. Çакă кунта ĕçлекенсене малашне те ÿсĕмсем тума хавхалантарать.
— Çитĕнÿсем тăвас тесен пĕрле килĕштерсе ĕçлеме, тĕллевсем лартса вĕсем патне ăнтăлма пĕлмелле. Пĕччен сурсан типсех пырать, теççĕ халăхра. Йышпа тăрăшни вара шăпах çитĕнÿсем патне сукмак хывать. Коопераци ветеранĕсене, ĕçчеĕсене, пурне те ырми-канми ĕçĕшĕн, профессие чунтан парăннăшăн тав тăватăп. Тунипе çеç чарăнса тăрар мар, малашне тата та нумай çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе лайăхрах та лайăхрах кăтартусем тăвар, — ăшшăн саламларĕ ĕçченсене райпо правленийĕн председателĕ Светлана Грачева.

Н.КАЛАШНИКОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



03 июля 2020
11:44
Поделиться