Комсомольский муниципальный округ

Сасăлав вĕçленнĕ

Раççейĕн Тĕп саккунне — Конституцие — кĕртме сĕнекен тÿрлетÿсемшĕн сасăламалли кун хыçа юлчĕ. Район çыннисен те, çĕршывăн тÿрĕ кăмăллă тата яваплăх туйăмĕллĕ кашни çыннин пекех, июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен сасăлав участокне пырса хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçлама май пулчĕ.
Сасăлав вăрахлăхĕ коронавирус инфекцийĕ вăхăтĕнче чи малтанах çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе тата участоксенче вĕсем йышлă пухăнассинчен асăрханассипе çыхăннă. Участоксенчи сĕтел-пукана, кабинăсене пĕтĕмпех дезинфекцилесе тăчĕç.
Сасăлава пыракансен ÿт-пÿ температурине виçрĕç. Унтан сасăлава хутшăнакансене пурне те маскăпа, перчеткепе тата авторучкăпа тивĕçтерчĕç.
Июлĕн 1-мĕшĕнче, сасăлавăн юлашки кунĕнче, Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Конституцине улшăнусем кĕртме 1162 сасăлав участокĕ ĕçленĕ, çав шутра пирĕн районта 39 участокра çынсем сасăланă.
Июлĕн 2-мĕшĕнчи ирхи 8 сехет тĕлне, малтанлăха шутланă хыççăн, районти 17681 суйлавçă сасăланă. Çакă сасăлава хутшăнма кĕртнĕ списокри çынсен 93,17 проценчĕпе танлашать.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



03 июля 2020
11:37
Поделиться