Комсомольский муниципальный округ

Бассейна юсаса çĕнетеççĕ

Инфекци пандемине пула кăçал спорт объекчĕсем чылай вăхăт ĕнтĕ хăйсен алăкĕсене килен-каян валли уçаймарĕç. Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче çын çÿремен вăхăта усăллă ирттерме шутланă — юсав ĕçĕсене пикеннĕ.
Кăçал тума палăртнă тĕп ĕçсенчен пĕри — бассейна юсаса çĕнетесси. Кунта хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕç пырать: бассейна хăйне, таврари стенасене, урайсене çĕнĕрен плиткăсем сараççĕ, çăвăнмалли 4 пÿлĕме тĕпрен юсаççĕ, çĕнĕ лейкăсем, алăксем вырнаçтараççĕ. Çак ĕçсене тума пурĕ 1,5 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех кĕрешекенсен залĕнче тата тренажер залĕнче çутăсене ылмаштараççĕ, вентиляци тытăмне çĕнетеççĕ. Çак ĕçсем валли 300 пин тенкĕ ытла кайĕ.
Кунпа çеç чарăнасшăн мар-ха ФСК ертÿлĕхĕ. Планра — ятарлă искусствăлла сийлĕ футбол уйĕ тăвасси. Хальлĕхе ку енĕпе ĕçе пикенмен-ха.
— Кăçал инфекци сарăлнине пула эпир ытти çулсенчи пек ĕçлеймерĕмĕр. Чылай спорт мероприятине ирттерме май килмерĕ. Апла пулин те, çывăх вăхăтра спорта кăмăллакансене валли алăксене уçса яма май килессе шанатпăр. Хальлĕхе вара çĕнĕ вĕренÿ çулне пикенсех хатĕрленетпĕр, территорие тирпейлетпĕр, — уçрĕ шухăшне физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн вĕренÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Петр Порядков.
Аса илтеретпĕр, «Кĕтне» ФСК коронавируспа çыхăннă чарусене пăрахăçлассин виççĕмĕш тапхăрне куçсан малтанхи пек ĕçлеме пуçлĕ. Хальлĕхе вара пирĕн республика иккĕмĕш тапхăрта.
Н.КАЛАШНИКОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



07 августа 2020
10:12
Поделиться