Комсомольский муниципальный округ

Ăстаçă аллинче ĕç вĕрет

Чăваш Енре пурăнакансем мĕн ĕлĕкех хăтлă та илемлĕ çурт-йĕр тăвассипе палăрса тăнă. Ялсенче нимене пуçтарăнса пурте пĕрле йышпа никĕс янă, çурт-йĕр хăпартнă. Унччен те илемлĕ çуртсем купаланă, халĕ вара пĕринчен тепри капăр та капмар вĕт. Кирпĕч хурса ăна илемлĕ хăпартма çыннăн паллах чун пани тата вĕренни кирлĕ. Ăстаçă аллинче вара яланах ĕç вĕрет.
Юлашки вăхăтра районта çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем, илемлĕ урамсем пĕрин хыççăн тепри кăмпасем пекех ÿсеççĕ. Апла пулсассăн Каçал тăрăхĕ ăстасенчен пуян. Нумай хваттерлĕ çуртсен йышĕ ÿсни те савăнтарать.
Предприятисемпе организацисем район çыннисем валли хăтлă хваттерсем тăвас тесе тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри — «Комсомольская» МСО акционерлă общество. Кунта чăннипех те тăрăшуллă та маттур рабочисем ĕçлеççĕ, пурте пысăк опытлă специалистсем. Хăш-пĕрисем кунта чылайранпа тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕç стажĕ 20—38 çулпа танлашать. Апла пулсассăн кунта хăйсен ĕçне чунтан юратакан çынсем тăрăшнинче иккĕленÿ пĕрре те çук. Туслă коллектива 28 çул Александр Федорович Поргунов ертсе пырать. Вăл каласа панă тăрăх, çак вăхăтра вĕсем нумай хваттерлĕ чылай çурт хута янă, çынсем валли мĕн чухлĕ хваттер хатĕрленин шучĕ те çук.
Юлашки 4 çулта çеç вĕсем Комсомольски ялĕнче 4 пысăк çурта хута яма вăй çитернĕ. Çакă пĕтĕмпех туслă коллективра ĕç кал-кал пынипе пурнăçланнă.
— Коллективра 23 çын тăрăшать. Кирпĕч хуракансем, штукатур-малярсем, водительсем, трактористсем, бухгалтерсем тата ыттисем те пурте ĕçре тăрăшуллă. Кашниех тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлать, — тет ĕçпе паллаштарса Александр Федорович.
Çурт купалакансен бригади нумаях пулмасть Кабалин микрорайĕнчи çуртра строительство ĕçĕсене пĕтĕмпех вĕçленĕ. Халĕ вĕсем çак микрорайонтах тепĕр объект — нумай хваттерлĕ çурт хăпартма тытăнаççĕ. Çак ĕçре тăрăшакансене палăртса хăварни, паллах, вырăнлă. А.Л. Калашников, А.Г. Школьников, А.М. Дмитриев, А.Г. Чаркин, Н.Г. Миниханов, А.А. Ремпель — кирпĕч хуракан ăстасем. Вĕсем çурт хыççăн çурт хăпартни куç умĕнчех. Г.И. Гафурова, Р.З. Миниханова, Т.З. Яковлева, М.М. Галимзянова, А.П. Захарова штукатур-малярсем те ĕçре хастар. Н.Н. Парков, В.Р. Денисов водительсем, Н.И. Галимзянов тракторист, А.Г. Лукиянов мастер шанса панă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ.
Пысăк предприятире шут ĕçĕнче тăрăшакансемсĕр тата кадр ыйтăвĕсемпе ĕçлекенсемсĕр май килмесет. Кашни çын хăйĕн вырăнĕнче пулмалла. Н.Н. Зобова, Н.Ю. Федорова, С.С. Сизова акционерлă обществăн маттур ĕçченĕсем.
— Пурнăçламалли ĕç нумай. Хăпартма палăртнă çурт никĕсне вăхăтра ярса ăна тума тытăнас тĕллевпе малалла талпăнатпăр, ĕçлетпĕр. Туянас текенсем валли хăтлă та илемлĕ хваттерсем пулччăр тетпĕр, — паллаштараççĕ унта тăрăшакансем.
Çурт-йĕр хăпартакансен ĕçĕ йывăр пулин те — пархатарлă. Çĕнĕ, хăтлă, илемлĕ хваттерте пурăнма кăмăллă та савăк. Апла пулсассăн çуртсен йышĕ ÿссех пытăр.
А.ЕФРЕМОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



07 августа 2020
10:14
Поделиться