Комсомольский муниципальный округ

Ярăнасчĕ савăнса конькипе, ай вылясчĕ хавхаланса хоккейла

Районта спортпа туслă çынсем çав тери йышлă. Çакна ăмăртусенчи çитĕнÿсем çирĕплетеççĕ. Аслисем те, çамрăксем те, шкул ачисем те тупăшусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, хĕллехи канмалли кунсенче те районта чылай спорт мероприятийĕсем иртрĕç. Кам конькипе ярăнса, теприсем йĕлтĕр сырса, виççĕмĕшĕсем футболла выляса ăмăртрĕç. Юлашки вăхăтра хоккейла вылякансен йышĕ те самай ÿсрĕ. Çакă, паллах, ялсенче хоккей площадкисем хута кайнипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче çеç хоккейла выляма тата конькипе ярăнса киленме 3 площадка пур.
Ахальтен мар январĕн 16-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче «Юрататăп аттепе аннене тата хоккея» çемьесен спорт фестивалĕ иртрĕ. Асăннă фестивале Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçарăвĕ-пе, Еленăпа Геннадий Тимченко ячĕллĕ ыркăмăллăх фончĕ тата Раççейри хоккей федерацийĕ пулăшнипе ача-пăча спорт аталанăвĕн «Добрый лед» программи шайĕнче йĕркеленĕ.
Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Атăлçи тăрăхĕнчи «Добрый лед» фондăн регионти представителĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, СССР спорт мастерĕ, республикăри олимп резервĕсен спорт шкулĕн директорĕ Олег Салтыков, Чăваш Республикин спорт, вĕренÿ, физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Антон Павлов, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Волков хутшăнчĕç.
Александр Николаевич Еленăпа Геннадий Тимченко ыр кăмăллăх фондне ырă пуçарушăн тав турĕ. Спорт фестивалĕсене ялсенче йĕркелени чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлине, çакă ачасене, ашшĕ- амăшĕсене спортпа ытларах туслаштарма май панине палăртса хăварчĕ. Геннадий Ефремов фестивале ял тăрăхĕнче йĕркелесе ирттерме май панăшăн, çемьесене конькипе ярăнма явăçтарнăшăн чĕререн тав турĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ.
Хирти Ĕнел ялĕнчи хоккей площадкинче йĕркеленĕ фестиваль чăн-чăн спорт уявне çаврăнчĕ. Фестивале хутшăнма вырăнти ялсенчи спортпа туслă çемьесем çеç мар, Тукай, Урмаел, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнчи спортсменсем те килсе çитнĕ. Унпа пĕрлех пурте пĕрле пуçтарăнса спорт ăмăртăвĕ умĕн зарядка туни те шăмшака хускатрĕ тата кăмăла çĕклерĕ. Ирхи зарядкăна районти фитнес-аэробика федерацийĕн Президенчĕ Мария Долгова тренер ертсе пычĕ.
Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекен Татьяна Прокопьева пухăннисене савăк юрă парнелерĕ.
Фестиваль шайĕнче йĕркеленĕ хоккей турнирĕнче ултă дивизионра 20 команда хутшăнса тупăшрĕ: арçын ачасем, çемье командисем, хĕрачасен тата хĕрарăмсен командисем. Çавăн пекех тĕрлĕ номинацисем те йĕркелерĕç. Тĕслĕхрен, ăмăртăва хутшăннă «Чи пĕчĕк хĕрача» — Аня Прокопьева, «Чи пĕчĕк ача» номинацире Дмитрий Марков, хĕрарăмсем хушшинче «Чи аслă вăйăçă» Вера Кротова тесе палăртрĕç. Арçынсем хушшинче «Чи аслă вылякан» — Нежеметдин Сахров, «Чи хастар çемье» — Осиповсем, «Чи ăста вылякан» — Артемий Нестеров, «Чи хастар болельщик» Алексей Скворцов пулчĕç. «Куракансен кăмăлне каякан» номинацире Татьяна Прокопьева палăрчĕ, «Фестиваль хастарĕ» ята Григорий Прокопьев тивĕçрĕ.
Çĕнтерÿçĕсене тата призерсене ыркăмăллăх фончĕн парнисемпе чысларĕç.
А.МАРИЯН.
Геннадий Ефремов, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: «Çемьесен пысăк фестивальне çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерме пултартăмăр. Куншăн паллах, фестиваль йĕркелÿçисене, пуçаруçисене, Олег Салтыков директора, район администрацийĕн пуçлăхне Александр Осипова, спонсорсене, культура тата спорт ĕçченĕсене тав тăватăп. Çанталăка пăхмасăрах фестиваль чылай çынна пуçтарма пултарчĕ. Çакă районта пурăнакансем чăннипех те спортпа туслă пулнине çирĕплетсе пачĕ. Ăмăртăва хутшăннисем мала тухассишĕн тупăшрĕç, куракансем вĕсене хавхалантарчĕç. Зарядка туни, хоккейла выляни пире пурне те пĕрлештерчĕ, эпир спортпа туслă пулнине çирĕплетсе пачĕ. Пĕрлĕхре – пирĕн вăй. Хоккейла пĕрле пуçтарăнса выляни сывлăха, çемьери хутшăнăва, туслăха çирĕплетме май парать. Паянхи куна Çĕнĕ Кипеç, Нĕркеç, Хирти Сĕнтĕр ялĕсенче хоккейла выляма, конькипе ярăнма май пур. Площадкăсене ял çыннисем тата Чăваш Республикин Правительстви пулăшнипе йĕркеленĕ. Малашнехи тĕллев вара — вĕсен пурлăхпа техника базине татах та пуянлатасси. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса тĕллевсене пурнăçлама май килессе шанатпăр».

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



21 января 2021
11:02
Поделиться