Комсомольский муниципальный округ

Сыхланни хамăршăн

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов районти оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Унта район территорийĕнче коронавирус инфекцийĕпе кĕрешес ыйтăва пăхса тухнă. Ларура районти эпидемиологи, çынсене вакцинаци тăвас ĕçри лару-тăрăва тата инфекци сарăлассине хирĕç кĕрешекен мобильлĕ ушкăнсен ĕç-хĕлне сÿтсе явнă. Александр Осипов чир сарăласран сыхланмалли мерăсене пăхăнас тĕллевпе районти мобильлĕ ушкăнсен активлă пулмаллине асăрхаттарнă.
Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Васильев пĕлтернĕ тăрăх, сыватмăша пурĕ 600 ытла доза вакцина илсе килнĕ. Паянхи куна 400 яхăн çынна — чи малтан çынсемпе ытларах хутшăнса ĕçлекенсене — прививка тунă. Палăртса хăваратпăр, коронавирусран асăрханас текенсене пурне те вакцинаци тăваççĕ. Прививка тăвас тесессĕн поликлиникăна каймалла, е «122» номерпе шăнкăравламалла, е патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕ урлă çырăнмалла.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



11 марта 2021
10:46
Поделиться