Комсомольский муниципальный округ

Майăн 9-мĕшĕ – аслă та мухтавлă уяв

Андрей Осипов,
Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
«Майăн 9-мĕшĕ совет халăхĕ фашизма çĕнтерме пултарнă мухтавлă кун пек пирĕн çĕршывăн историне кĕрсе юлчĕ. Кашни çулах эпир пысăк хавхаланупа çак уява паллă тăватпăр. Кăçал коронавирус сарăлнине пула уява пысăк йышпа пуçтарăнса уявлама май килмерĕ. Апла пулин те эпир уявран айккинче тăрса юлмарăмăр. Çĕнтерÿ кунне халалланă акцисене хавхалансах хутшăнтăмăр, палăксен умне кăшăлсем хутăмăр, ветерансене саламларăмăр».
Нина ПОЛЯКОВА,
библиотекарь:
«Никам та, нимĕн те Çĕнтерÿ кунне пăсаймасть. Аслă уяв 76 çул ĕнтĕ халăх чĕринче упранать. Мероприятисем яланхи пек иртмерĕç пулсан та, эпир уявăн витĕмне туйма пултартăмăр, пысăк мăнаçлăхпа Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илтĕмĕр. Тĕслĕхрен, хамăрăн асатте-кукаçисен сăнÿкерчĕкĕсене интернета вырнаçтартăмăр, онлайн мелпе иртнĕ «Вилĕмсĕр полка» хутшăнтăмăр, чÿречесене илемлетрĕмĕр.

Светлана ТОКМАКОВА,
«Колосок» ача сачĕн заведующийĕ:
«Пирĕн çĕршывра Çĕнтерÿ кунĕ пек чуна пырса тивекен, аслă та мухтавлă уяв урăх çук. Юлашки вăхăтра йĕри-таврари лару-тăру вăйлă улшăнсан та, Çĕнтерÿ кунĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Кăçалхи уяв яланхи пек форматпа иртмерĕ, апла пулин те эпир уявăн хаклăхне туйса илме пултартăмăр. Пирĕн ача садне çÿрекен ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, воспитательсем «Вместе гордимся», «Окна Победы», «Рисуем Победу» онлайн-акцисене, «Лучшая тетрадь. Моя семья в истории Великой Победы», «Тебе, Великая Победа! Тебе, Великая страна!» республика конкурсĕсене хутшăнчĕç. Çак ĕçсем уйрăмах ачасемшĕн пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп.



13 мая 2021
11:33
Поделиться