Комсомольский муниципальный округ

Ĕç-хĕлпе паллашнă

Нумаях пулмасть пирĕн районта ĕçлĕ визитпа ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа «Слава картофелю» агрофирмăна çитсе курнă. Агрофирма генеральнăй директорĕпе Хасиятулла Идиатуллинпа тата ĕç тăвакан директорĕпе Рамил Идиатуллинпа калаçнă май предприятин малашнехи тĕллевĕсем, вĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе тунă утăмсем пирки ыйтса пĕлнĕ. Вице-премьер çĕрулми вăрлăхĕ туса илекен хăйнеевĕр лабараторипе паллашнă, ăна пысăк хак панă. Чăваш республики çĕрулми вăрлăхĕ туса илес тĕлĕшпе çĕнĕ шая тухнă май ку предприяти ĕçĕ-хĕлĕ çак тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Сергей Геннадьевич кунта ĕçлекенсене мĕн тунипе çырлахса лармасăр малалла аталанса пыма ăнăçусем суннă. 



17 марта 2022
13:01
Поделиться