Спорт мастерĕн кандидачĕн юбилейĕ ячĕпе
Сак кунсенче Комсомольскинче пурăнакан, нумай çул шашка хăми çинчи тытăçусенче пысăк пултарулăхпа палăрнă, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ, шашкăлла выляса темиçе хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă Н.А. Индюков 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа, вăл пуçарнипе, районти çамрăксен пултарулăх центрĕнче шашка турнирĕ иртрĕ. Николай Андрияновича чыслама, шашка хăмисем çинчи тытăçусене хутшăнма Çĕнĕ Шупашкартан, Кỹкеç поселокĕнчен, Патăрьел районĕнчен чылай хăна килсе çитрĕ. Вĕсене тата юбиляра вăйăсем пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.А.Максимов ăшшăн саламларĕ. Çивĕч тытăçусенче Кỹкеç поселокĕнчен килнĕ СССР спорт мастерĕ, шашкăлла выляса Чăваш Республикин чемпионĕ виçĕ хутчен пулнă М.А.Ефимов 11,5 очко пухса çĕн-терỹçĕ ята тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăн- Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ спорт мастерĕн кандидачĕн Г.А.Мочаловăн. Виççĕмĕш вырăна Патăрьелĕнчи спорт мастерĕн кандидачĕ Н.М.Федоров йышăнчĕ. Николай Андриянович çĕнтерỹçĕсене хăй ячĕпе хатĕрленĕ хаклă парнесемпе чысларĕ.
"Каçал Ен"