Çĕнĕ йĕркепе ĕçлемелле
Район администрацийĕ кăçалхи мартăн 28-мĕшĕнче потребитель предприятине уçмалли çĕнĕ йĕрке йышăннă. Малашне суту-илỹ, обществăлла апатлану сферинче тата йăла ыйтăвĕсемпе пулăшу парас енĕпе ĕçлес текен предпринимательсен тата юридици енчен вăйра тăракансен район администрацине потребитель рынокĕн объектне уçас ыйтупа заявлени çырмалла пулать. Ун çумне сутма палăртнă таварсен ассортиментне (суту-илỹре), пулăшу тĕсĕсене, патшалăх регистрацийĕ тунине ĕнентерекен свидетельство копине, контрольпе касса машинин регистраци карточкине, потребитель рынокĕн объекчĕ санитари правилисемпе нормине тивĕçтернине ĕнентернине, пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе килĕшсе тăнине тивĕçлĕ органсем çирĕплетнине, электрохăрушсăрлăх енчен йĕркеллĕ пулнине кăтартнине, вăл лаптăкпа усă курма ирĕк паракан документа, çỹп-çапа, каяшсене илсе тухма тунă договор копине тăратмалла. Потребитель рынокĕн объектне уçасси пирки йышăну тума комисси йĕркелеççĕ. Заявлени панă хыççăн 10 кунран кая юлмасăр ăна пăхса тухмалла. Енчен те объекта тĕрĕсленĕ хыççăн кăлтăксем асăрхасан, вĕсене пĕтерме вăхăт палăртаççĕ. Потребитель рынокĕн объекчĕсем уçас тесен çакăн пек йĕрке кирлĕ: предприяти патне пыма çул пулмалла, автомашинăсем лартма ятарлă вырăн кирлĕ, инвалидсем кĕрсе çỹреме условисем тумалла, харпăрлăхăн организацилле-правăллă формине, адресне тата ĕç вăхăтне кăтартнă, вырăсла-чăвашла çырнă вывеска пулмалла, витринăсене (вĕсем пулсан) кирлĕ пек йĕркелемелле, территорие тирпей-илем кĕртмелле (урнăсем, клумбăсем тата ытти те пулмалла), предприятин заявленире çырнă статусĕпе килĕшсе тăмалла, унта ĕçлекенсем професси енчен тивĕçтермелле. Çак йĕрке çĕнĕрен уçăлакан потребитель рынокĕн объекчĕсене тата реконструкци хыççăн е организацилле-правăллă форми е харпăрлăх хуçи улшăнсан тепĕр хут ĕçлеме пуçлакан объектсене пырса тивет. Тĕплĕнрех район администрацийĕнче, 56-мĕш кабинетра ыйтса пĕлме пулать.
"Каçал Ен"