Комсомольский муниципальный округ

Çĕнĕ парк çуралчĕ

Пирĕн районта ЧР Президенчĕн "Садсемпе парксен çулталăкĕ" çинчен калакан укаçа пурнăçласа чылай ĕç туса ирттернĕ. Ялсенчи çулсем, çырма-çатра айккисенче йывăçсем нумай лартнă, садсем, парксем, аллейăсем чĕртнĕ. Чĕчкен ял администрацийĕнчи ялсенче пурăнакансем те çак ырă пуçаруран айккинче юлман. Юлма мар, пĕлтĕрех ĕçлеме пуçланă. Малтанах урамсенчи хăрнă, ватăлнă йăмрасене касса тухнă. Вĕсем çил-тăвăл вăхă-тĕнче ỹксе инкек кăтартма пултараççĕ. Каснипе çеç мар, ун вырăнне çĕнĕ хунавсем те лартмалла. Ку енĕпе те ĕçленĕ. Иртнĕ çуркунне Вăрманхĕрри Чурачăк ялнелле каякан çулăн икĕ айккипе хунавсем лартса хăварнă. Çырма-çатрасен тăрăхĕнчи йывăçсем те чĕрĕлĕç. Кăçалхи кĕркунне вара уйрăмах тухăçлă ĕçленĕ. Райпон магазинĕ тата Аслă Чурачăк культура çурчĕ çывăхĕнче пысăк парк тăвас шухăш тахçанах пулнă. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.П.Николаев, Чĕчкен ял администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Р. Абулханов, Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхне суйланнă Ю.Г.Лукиянов ертсе пынипе, ял çыннисем тăрăшнипе ку ĕç пурнăçланчĕ. Халăх пĕрлĕхĕн уявĕ пулнă кун çĕре яхăн çын пуртă-пăчкă, кĕреçе йăтса пулас парк вырăнне çитрĕ. Килĕштерсе ĕçлерĕ халăх. Парк йĕри-тавра карта тытса çавăрчĕ. Вырсарникун вара йывăç хунавĕсем кăларса килчĕç. Ку енĕпе Çĕнĕ Мăратри йывăçран япаласем туса кăларакан комбинат" акционерлă общество директорĕ А.Л.Кириллов нумай тăрăшрĕ. Йывăç лартни сăваплă ĕç. Çавăнпа та кашниех хăй ячĕпе йывăç лартма тăрăшрĕ. Çамрăкки те, ватти-вĕтти те вăй хучĕ. Яла хăнана килнисем те айккинче тăрса юлмарĕç. Çак историллĕ ĕçе Э.Лукиянова видеокамерăпа ỹкерсе илчĕ. Пулас парк йĕри-тавра 160 яхăн чăрăш хунавĕ лартса хăварчĕç. Малашне унта ытти йывăçсем те пулĕç. Илемлĕхпе киленсе ларма беседка та тăвасшăн. Ял çыннисемшĕн çак лаптăк чăн-чăн кану вырăнĕ пуласса, яла илем кĕртсе тăрасса шанас килет. Йывăç лартакансене район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков та саламларĕ, ырă ĕç тунине палăртрĕ. "Йывăç ларт та ăна пăхса ỹстер"- çакăн пек кăçалхи çулăн девизĕ. Апла пулсан лартнипе çеç мар, йывăçсем тĕрĕс-тĕкел ỹсчĕр тесе тăрăшасси те тĕп вырăнта пулмалла. Йывăç яланах ялсен илемĕ пулнă. Хамăр пурăнакан вырăна илем кỹресси- кашни çыннăн тивĕçĕ. 



"Каçал Ен"
12 ноября 2005
00:00
Поделиться