Черетлĕ выставкка уçăлчĕ
Районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче тĕрлĕрен выставкăсем пулсах тăраççĕ. Акă, нумаях пулмасть район çыннисем "Чăваш наци тумĕ авалтан паянхи кунччен" куравпа паллашрĕç. Ку выставкăра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăваш халăхĕн наци тумĕсен коллекцине кăтартнăччĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн, пурнăç çĕнелсе пынă май, чăваш наци тумĕ мĕн авалтан пуçласа паянхи кунччен аталаннине курма тỹр килчĕ районти халăхăн. Куракансем чăваш наци тумĕ нихăçан та хăйĕн илемлĕх-не çухатманнине палăртрĕç. Октябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа вара музейра çĕнĕ курав _ Канаш районĕн художникĕсен ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Ăна эпир Канаш хулин краеведени музе-йĕнчен вăхăтлăха илсе килтĕмĕр. Канаш районĕн-чи художниксен пултарулăхĕпе паллашма, курма, килĕшекен ĕçсене туянма та пулать кунта. Пирĕн курава 7 художник 43 ĕç тăратнă. Художниксен шăпи тĕрлĕрен. Пурин те вĕсен пурнăçĕ Канаш районĕпе çыхăннă. Чылайăшĕ Канаш хулин краеведени музейĕпе тачă çыхăну тытса тăрать, куравсем йĕркелет. Акă, И.В.Егоров ỹкерме ачаранах юратнă. Унăн хальхи ĕçĕсенче пейзаж тата салон живопиçĕ палăрса тăрать. Выставкăна вăл пурĕ 17 ĕç тăратнă. И.В.Димитриев хальхи вăхăтра Канаш станцийĕнче художник-оформительте ĕçлет. Унăн пултарулăхĕ ытларах натюрморт, пейзаж тата портретсемпе палăрать. Ю.М. Редзанов ĕçĕсем вара ыттисенчен хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Вăл çут- çанталăкăн тĕрлĕ тапхăрĕсене сăнласа кăтартнă. Акă, "Çуркунне килет" ĕçĕнче чăнахах та çуркунне, хăйпе пĕрле уçă, ырă сывлăш илсе килни туйăнать. Г.И.Захаров Мускаври халăх искусство университечĕн ỹнер факультетне пĕтернĕ. Канаш музейĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Курава "Хĕллехи вăрманта", "Вăрман уçланки", "Март" ĕçĕсене тăратнă. Т.Л.Кашкаров 1970 çулта Барнаул хулинче çуралнă. Каярахпа вĕсем Канаш хулине çемйипех куçса килнĕ. Унăн "Виюм", "Мифологи сюжечĕ", "Натюрморт" ĕçĕсем халăха килĕшеççĕ. Курма килекенсем ытларах "Мифологи сюжечĕ" ĕçне палăртаççĕ. И.В.Александровпа Н.А. Антонова ĕçĕсем те куракансене хăйсем патне илĕртеççĕ. Ỹкерчĕксем тематика енчен илсессĕн чăннипех те тĕрлĕ енлĕ, шухăш тĕлĕшĕнчен пуян. Вĕсенче ăста художниксен алли сисĕнет. Курава килсе курма, кăмăла каякан картинăсене туянма пурне те ырă сунса кĕтетпĕр. Ку курав декабрь вĕçĕччен пырать. Канмалли кунсемсĕр пуçне музей 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен ĕçлет. Картинăсем çуртри тĕрлĕ пỹлĕмсене, ĕç пỹлĕмĕсене илем кĕртĕç, ăшă туйăм парнелĕç.