Комсомольский муниципальный округ

Уяв ячĕпе саламларĕç

Йĕрке хуралçисен ĕçĕ çăмăл та ансат тесе калаймăн. Унта ют пурлăха çаратнă, кунта такама хĕненĕ, тепĕр çĕрте урăхла инкек пулнă... Пур çĕре те çитмелле милиционерсен, право йĕркине пăснисене çийĕнчех тупса палăртассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр, канмалли кунĕсене пăхмасăр вăй хумалла. Çапах хăйсен професси уявĕнче кăштах канма вăхăт тупăнатех вĕсен. Акă, кăçал та ноябрĕн 10-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче милици кунĕ ячĕпе уяв концерчĕ пулчĕ. Пирваях шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ Е.И.Шингалов милици сотрудникĕсене, ветерансене ăшшăн саламларĕ, ШĔП ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Район пуçлăхĕн заместителĕ Николай Максимов Евгений Шингалова тата ГИБДД водительне Алексей Куракова район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ. Уяв концертсăр пулмастех ĕнтĕ. Ăна районти культура çурчĕн "Кубняночка" ансамблĕн, ШĔП сотрудникĕсен тата ачасен искусство шкулĕн "Островок", "Модерн" ташă ушкăнĕсен вăйĕпе хатĕрленĕ. Куракансем Ильшат Сиразетдинов, Марина Илларионова милиционерсем, Марина Волковăпа Лариса Носова, Альбина Кокшина культура ĕçченĕсем юрланине ăшшăн йышăнчĕç.



"Каçал Ен"
12 ноября 2005
00:00
Поделиться