Информациллĕ пĕлтерỹ
Ноябрĕн 15-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче район депутачĕсен пухăвĕн канашлăвĕ иртнĕ. Депутатсем самоуправлени тытăмĕпе çыхăннă решенисене сỹтсе явса йышăннă. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Юрий Скворцов Комсомольски район Уставĕн проекчĕ çинче чарăнса тăнă. Документа йышăнма хатĕр-рине палăртнă. Депутатсем çак решение пĕр саслă пулса йышăннă. Ун хыççăн депутатсен пухăвĕнче ЧР финанс министерствин Комсомольски районĕнчи пайĕн начальникĕ Таисия Николаева тухса калаçнă. Депутатсем финанс тата бюджет системинчи хăшпĕр улшăнусем çинче чарăнса тăнă, тивĕçлĕ решенисем йышăннă. Çĕре арендăшăн тỹлемелли йĕрке çинчен район администрацийĕн экономика управленийĕн начальникĕ Марина Кокорева ăнлантарса панă. Депутатсем кун йĕркинчи тата ытти ыйтусене пăхса тухнă.