Комсомольский муниципальный округ

Пĕр уйăхра -32 "çĕнĕ кайăк"

Кун пекки Комсомольски районĕнче юлашки 3 çулта пулманччĕ-ха. Кăçалхи октябрь уйăхĕнче кăна районта çут тĕнчене 39 ача килнĕ(2004 çулхи октябрьте- 17). "Çĕнĕ кайăксенчен" çирĕмĕшĕ- арçын ачасем, 19-шĕ хĕрачасем. Ашшĕ-амăшĕсем арçын ачасене ытларах Арсений, Антон, Николай, Руслан, Станислав, хĕрсене Виолетта, Валерия, Виктория, Рената, Елизавета ят панă. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене сайра тĕл пулакан ятсемпе- Рафиль, Ева, Аделя- чĕнме кăмăл тунисем те пур. Çулталăк пуçланнăранпа вара пурĕ 243 ача çуралнă, 341 çын çут тĕнчерен уйрăлнă. Хăйсен шăписене Гименей тĕввисемпе 157 мăшăр çыхăнтарнă. 10 уйăхра 59 мăшăр арканнă. Уйрăлакансем сахалрах пулни савăнтарать.



"Каçал Ен"
16 ноября 2005
00:00
Поделиться