Педагогсен консилиуме- пысăк пулăшу
Воспитани, вĕрентỹ ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Самани улшăннăçемĕн çак ĕçре те çĕнĕ меслетсем, хутшăнусем кирлине туйса илнĕ Хирти Явăш шкулĕнче. Вĕрентекенсем педагогика консилиумĕ ирттернĕ, унта ачасен ашшĕ-амăшĕсене те чĕннĕ. Кун йĕркинче çакăн пек ыйтусем пăхса тухнă: "Çамрăксем тата наркотик", "Йывăр" ачасем- мĕншĕн çапла пулаççĕ вĕсем(", "Пахалăхлă апатлану- сывлăхăн тĕп никĕсĕ". Консилиума 42 ашшĕ-амăшĕ тата 14 педагог хутшăннă. "Йывăр" ачасен ыйтăвĕ учительсене те, ашшĕ-амăшĕсене те пĕр пекех хумхантарать. Çак ыйтăва сỹтсе явни воспитанири пĕрлехи ĕçре мĕнле меслетсемпе усă курмаллине кăтартса панă. Ку вăл- çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарасси, учительсемпе ашшĕ-амăшĕсем пĕрле çамрăксен кану вырăнĕсенче çĕрлехи рейдсем йĕркелесси, вĕренекенсем кун йĕркине епле пурнăçланине тĕрĕслесе тăрасси, çул çитмен ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе профилактика ĕçне вăйлатасси тата ытти те.