Комсомольский муниципальный округ

"Сунарçă" паркĕ

1969 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнчи Калинин урамĕнче парк уçăлнă. Ăна ял çыннисем Аслă Çĕнтерĕве тата Совет çарне каякан каччăсене халалланă. Ырă йăлана манăçа кăларман асанкассисем, халь те çулсерен, çуркунне-кĕркунне, малтанхисем çумне йывăçсем хушăнаççĕ. Паян паркра 300 тĕп ытла йывăç ỹсет. Хурăн, вĕрене, хыр, çăка, топольпа палан тата ытти те. Парк пирки пуçару тăваканĕ Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Данил Григорьевич Григорьев пулнă. Ăна халăхра "Сунарçă" тесе чĕннĕ. Шăпах вăл çара кайма повестка илнĕ яшсене хăйсен ячĕпе йывăçсем лартма сĕннĕ те. Çак пархатарлă ĕçе пулас салтаксен тăванĕсем, ял çыннисем те хутшăннă. Унтанпа вăтăр ултă çул иртрĕ. Çапах ырă ĕç манăçмасть: парк лаптăкĕ ỹссе, сарăлса пырать. Лартнă йывăçсене вара пĕтĕм ял юратса пăхать. Ял çыннисемшĕн ку симĕс кĕтес çутçанталăкăн чĕрĕ палăкĕ пулса тăрать. Часах вара кунта "Асăнмалăх-савăнмалăх, Асанкасси халăхне Сунарçăран" тесе çырнă асăну хăми те пулĕ.



"Каçал Ен"
16 ноября 2005
00:00
Поделиться