Комсомольский муниципальный округ

Устава ырланă

"Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелесси" Законпа килĕшỹллĕн, район Уставĕн проектне çирĕплетиччен малтан ăна халăхпа пĕрле сỹтсе явмалла. Ноябрĕн 11-мĕшĕнче райадминистрацин пысăк залне çак тĕллевпе район Пухăвĕн депутачĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, организацисемпе предприятисен ертỹçисем, ĕç çыннисем пухăнчĕç. Район Уставĕн проектне "Каçал ен" хаçатра июль уйăхĕнче пичетленĕччĕ. Çак хушăра унпа тĕплĕн паллашма, сỹтсе явма вăхăт пулнă ĕнтĕ. Антонина Крылова юрист Уставăн пĕлтерĕшлĕ статйисем çинче чарăнса тăчĕ. Пуху Комсомольски район Уставĕн проектне ырларĕ, район депутачĕсен Пухăвне Устава йышăнма сĕнсе хăварчĕ.



"Каçал Ен"
16 ноября 2005
00:00
Поделиться