ÇУЛ ÇИНЕ ТУХСАН АСĂРХАН
Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ çулталăк пуçланнăранпа çул çинче пулса иртнĕ 1 инкеке регистрациленĕ. Унта 1 çын аманнă. Пĕлтĕр аварисем ытларах федераллă Çĕрпỹ-Ульяновск трасса çинче пулнă. Инкексен тĕп сăлтавĕ- автомашинăсем пырса çапăнни. Водительсем хирĕç килекен çул çине тухаççĕ. Хăвăртлăх пысăк пулни авари патне илсе пырать. Çĕнĕ çул пуçланнăранпа çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăснă 100 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсенчен 7-шĕнче водительсем руль умне ỹсĕрле ларнă.
"Каçал Ен"