Техника юсавлă пултăр
Районта уй-хирте ĕçлекен тракторсен тĕрĕслевĕ малалла пырать. Çак кунсенче Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче техосмотр иртрĕ. Пур техника та тенĕ пекех тĕрĕслев урлă тухрĕ. А.Семенов МТЗ-82 тракторпа 13 çул ĕçленĕ. Шанса панă техникăна çав вăхăтра юсавлă тытнă. Хăй çĕнĕ тракторпа ĕçлеме пуçланă май МТЗ-82 трактора çамрăк тракторист С.Жуков аллине хăварнă. "Слава картофелю" агрофирмăри механизаторсем техникăна яланах юсавлă тытаççĕ, çавăнпа ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Иртнĕ çул вĕсем республикăра чи тухăçлă çĕрулми туса илнĕ. Çакă, паллах, тĕнчере усă куракан çĕнĕ технологипе ĕçленипе пулнă. Техника тĕрĕслевĕ витĕр пур трактор та тухрĕ. Асăннă хуçалăхра машинăпа трактор паркне çулсеренех çĕнетсе пыраççĕ. Хамăр çĕршывра çеç мар, ют патшалăхра туса кăларнă техника та туянаççĕ. Енчен те "Алга" ял хуçалăх кооперативĕнче иртнĕ çулсенче айккинчен килнĕ механизаторсем чылайăн ĕçленĕ пулсан, кăçал малтан нумай çул колхоз производствинче тăрăшнă трактористсем техникăна уй-хир ĕçĕсем тума хатĕрлени савăнтарать. Тĕрĕслеве тăратнă 15 трактортан 12-шне комисси юсавлă тесе йышăнчĕ. "Луч" ялхуçалăх кооперативĕ техника тĕрĕслевне çулсеренех тĕплĕн хатĕрленет. Кăçал та çаплах пулчĕ. Вĕсем пирки хурласа пĕр сăмах та калас килмест. Комисси тупса палăртнă кăлтăксене механизаторсем çийĕнчех пĕтерсе пычĕç. "Культура" ялхуçалăх кооперативĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ "Восход" ООО-ра 6 трактор юсавлăх енчен япăх мар пулнă, трактористсем çийĕнчех çитменлĕхсене пĕтерсе пынă. "Слава" ялхуçалăх кооперативĕ _ районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта 14 трактора тĕрĕслеве лайăх хатĕрленĕ, кăлтăксем çук тесен те юрать. Çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме техникăна тĕплĕн хатĕрлени ĕç пахалăхне тата тухăçлăхне ỹстерни пуриншĕн те паллă. Шел пулин те, хуçалăхсенчи хăшпĕр тракторсем çинче двигателе чĕртсе янă чухне вĕсем хускалса каясран асăрханмалли хатĕр (блокировка) пулманни палăрать. Çакă инкек патне илсе пынă тĕслĕхсем республикăра та, районта та пулнă. Çавăнпа та кун çине ытларах тимлĕх уйăрасчĕ. Хăшпĕр механизаторсем электрооборудованине те юсаса тивĕçлĕ шая çитермеççĕ. Техникăпа ĕçлетĕр пулсан вăл юсавлă пултăр.