Комсомольский муниципальный округ

Комсомольски районĕнче çур аки пуçланнă

Çанталăк ăшăтни тăпрана хăвăрт пиçме пулăшать. Çавна май республикăн кăнтăр районĕсенче уй-хирти çурхи ĕçсем пуçланчĕç. Комсомольски районĕнчи "Искра" тата "Восток" ял хуçалăх кооперативĕсенче нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелеме тухнă. Механизаторсем кĕске хушăрах 70 гектар çинче нỹрĕк тытнă, 120 гектар лаптăка минерал удобренийĕпе апатлантарнă. Патăръел, Елчĕк районĕсенче те паян-ыран хире тухаççĕ.



"Хыпар"
19 апреля 2006
00:00
Поделиться