Зоя Ефремовăна халалласа
Тури Тимĕрчкассинчен тухнă, спорта пĕчĕклех парăннă Зоя Ефремовăна республикипех пĕлеççĕ. Зоя Васильевна- велосипедпа чупас енĕпе СССР спорт мастерĕ, çавăн пекех темиçе хут рекорд лартаканĕ. Паянхи куна çак пултаруллă спортсмен пирĕн çумра çук. Зоя Васильевнăн аслă пиччĕшĕ Федор, халĕ педагогика наукисен кандидачĕ, Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ тапхăрта спортпа туслашнă, йĕлтĕрпе, велосипедпа ярăннă, çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăннă. Çити-çитми укçипе ашшĕ велосипед туянса панă, унпа вăл Патăрьелне çỹреме пуçланă. Пиччĕшĕ килне таврăнсан Зоя çĕнĕ велосипеда пăхса ытарайман. Йăмăкне Федор велосипедпа ярăнма вĕрентнĕ. Çавăнтанпа Зоя унран уйрăлман та темелле. Шкулта вĕреннĕ çулсенче вăл арçын ачасемпе ăмăртса чупма пуçланă, вĕсене пĕрре кăна мар çĕнтернĕ. Çак тĕллевпе час-часах хире тухнă, ыраш уйĕ витĕр хывнă çулпа ăмăртсах велосипедпа ярăннă, унта хастар та вăйлă Зойăран иртекенни пулман. Çакнашкал пултаруллă, тĕнчипех паллă ентеше манмаççĕ шкулта, ялта. Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕнче иртнĕ çулсенче паллă ентеш ячĕпе районти вăтам шкулсем хушшинче волейболла выляса ăмăртусем ирттернĕ. Кăçал вара ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвне ирттерме йышăннă. Ăмăрту ака уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче шкул спортзалĕнче иртрĕ. Шел пулин те, ăмăртăва тăватă командă çеç хутшăнчĕ. Анат Тимĕрчкасси (тренерĕ В.Х.Денисов), Тăманлă Выçли (Ю.Н.Емельянов), Комсомольски 1-мĕш шкулĕ (Н.Краснов), Аслă Чурачăк ачисем хăйсен вăйĕсене тĕрĕслесе пăхма кăмăл турĕç. Аслă Чурачăк ачисем çинчен те сăмах каласа хăварас килет. Хăнăхусене тренерсăрах хăйсемех ирттереççĕ, ăмăртусенчен те юлмаççĕ. Çакăн пек ачасемпе, паллах, мухтансан та намăс пулмĕ. Ăмăрту пуçламăшĕнче шкул директорĕ В.А.Муллин, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.А. Муллин сăмах илчĕç. Т.В.Плешкова аслă вожатăй Зоя Ефремова пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Кавир çинче хĕрỹ кĕрешỹ пуçланчĕ. Кашни хăйĕн вăйĕпе тĕлĕнтерчĕ. Çапах та çĕнте-рỹçĕсем палăрчĕçех. 26, 29, 36, 48 килограмлисем хушшинче Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕнчи арçын ачасем чи маттурисем пулчĕç. А.Артемьев, А.Леонтьев, М.Анисимов, С.Данилов, Н.Иванов 1-мĕш вырăн йышăнса ял-йыша савăнтарчĕç. Çак виçесенче иккĕмĕш вырăнсене Е.Козлов, А.Артемьев (Анат Тимĕрчкасси), А.Андреев, А.Кочанов (Тăманлă Выçли), Б.Шикарев (Аслă Чурачăк) тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна вара Ю.Степанов (Анат Тимĕрчкасси), С.Тумаков (Тăманлă Выçли), А.Трофимов (Аслă Чурачăк) çырлахрĕç. 40, 58, 65 кг виçеллĕ категорире Комсомольски каччисем чи вăйлисем пулчĕç. С.Малышев, Д.Иванов, Д.Денисов çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăна Я.Крылов, А.Волков (Аслă Чурачăк), И.Алексеев (Тăманлă Выçли) тухрĕç. А.Наумов (Аслă Чурачăк), Д.Захаров, Д.Сурнаев (Анат Тимĕрчкасси) вара- виççĕмĕшсем. Чи йывăр категорире, 72 килограмм таякансем хушшинче Д.Фадеева (Тăманлă Выçли) çитекенни пулмарĕ. А.Ефимовпа Э.Иванов (Анат Тимĕрчкасси) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Хĕрачасем те хăйсем вăйсăрах маррине ĕнентерчĕç. 30, 40 кг виçеллĕ категорире Анат Тимĕрчкассинчи У.Даниловăпа И.Николаева 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăн Е.Николаевăпа (Анат Тимĕрчкасси) А.Тумаковăра (Тăманлă Выçли) пулчĕ. Виççĕмĕш вырăнта- Ю.Яковлевăпа (Анат Тимĕрчкасси) О.Полякова (Тăманлă Выçли). Командăсем хушшинче пĕтĕмлетỹ тусан Анат Тимĕрчкасси спортсменĕсем 1-мĕш вырăна тухни паллă пулчĕ. Тăманлă Выçли шкулĕ 2-мĕш, Комсомольски 1-мĕш шкулĕ 3-мĕш вырăнта. Çĕнтерỹçĕ команда куçса çỹрекен кубока çĕнсе илме пултарчĕ. Кашни çĕнтерỹçĕне диплом, укçан преми парса хавхалантарчĕç. Паллах, хальхи вăхăтра спонсорсен пулăшăвĕсĕр ăмăртусем ирттерме çăмăлах мар. Çавна пулах Тукай ял поселенине, "Луч" ЯХПК правленине, шкул дирекцине, А.П. Капитонова, ял поселенийĕн депутатне А.А.Степанова, А.А.Осипов предпринимателе укçа-тенкĕ енчен пулăшнăшăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Çавăн пекех В.Х.Денисов тренерпа В.И.Плешков физкультура учительне темĕн пысăкăш тав. Вĕсем тăрăшнин тỹпи те пур-çке пирĕн çĕнтерỹсенче. Малалла та тăрăшăпăр, алран кубока вĕçертмĕпĕр.