Çуллахи спорт сезонĕ уçăлчĕ
Çумăрлă çанталăк пулчĕ пулин те, апрелĕн 22-мĕшĕнче Комсомольски вăрман хĕррине спорта юратакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Çак кун çуллахи спорт сезонĕ уçăлчĕ. Чи малтанах район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков пурне те мăнкун тата çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа саламларĕ. Сезона уçакансем ял поселенийĕсенче ĕçлекенсем пулчĕç, вĕсем 500 метрлă дистанцие тухрĕç. Дистанцие спорт ветеранĕ С.И.Зубарев та хутшăнчĕ. Сăмах май каласан, кăçал вăл Раççей шайĕнче иртекен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Кунта Александровка, Асанкасси ял поселени-йĕсем тата "Дружба" кооператив чи маттуррисем пулчĕç. Шкулсенче вĕренекенсем хушшинчи ăмăрту та хĕрỹ иртрĕ. Вăтам шкулсенчи хĕрачасем 500 метра, арçын ачасем 1 километра, тĕп шкулсенчи хĕрсем 1 километра, каччăсем 2 километра чупрĕç. Анат Тимĕрчкасси, Тăманлă Выçли, Нĕркеç вăтам, Александровка, Йỹç Шăхаль, Хырхĕрри тĕп шкулĕсенче вĕренекенсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Вăтам тата тĕп шкулсенче вĕрентекен физкультура учителĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. В.И.Плешков, Е.Г.Басников, А.Ф.Волков, Т.И.Волкова, П.Е.Козлов, Н.Н.Ятманов лайăх вăхăтпа палăрчĕç. Çумăр çусах тăчĕ пулин те, спортсменсене вăл чăрмав кỹреймерĕ, хăйсен дистанцисене пурте чăтăмлăн чупса тухрĕç.