Халăхпа пĕрле сỹтсе яврĕç
Ĕнер район администрацийĕн пысăк залĕнче, район Уставне хушусемпе улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе район депутачĕсен Пухăвĕн йышăну проектне халăхпа пĕрле сỹтсе яврĕç. Пухăва район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, муниципалитет активĕ хутшăнчĕç. Ăна район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков кĕске сăмах каласа уçрĕ. Устава хушусемпе улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе йышăннă проект çинчен район администрацийĕн юрисчĕ А.Г.Ямалетдинов тухса калаçрĕ. Вĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Сăмах май каласан, проект хаçатра пичетленнĕччĕ. Район çыннисен документпа паллашма май пулнă. Пуху сỹтсе явнă кун йĕркипе тивĕçлĕ решени йышăнчĕ, район депутачĕсен пухăвĕ хушусемпе улшăнусене район Уставне кĕртме сĕнсе хăварчĕ.