Район администрацийĕнче
Юр кайса пĕтсен, шыв-шур хыççăн çĕр типме пуçласан урамсенче, кил-хуçалăхра çỹп-çап нумай пуçтарăнать. Вĕсене, паллах, тасатмалла, тирпей-илем кỹмелле. Çакна шута илсе район пуçлăхĕ ялсенчи урамсене, парксене, скверсене тирпей-илем кĕртесси çинчен постановлени йышăннă. Ăна ЧР Президенчĕн указне шута илсе кăларнă. Указа шута илни çỹлтен вĕрентсе тăни çеç мар, хамăрăн та вырăнта кирлĕ йышăнусем туса тирпейлĕхшĕн тăрăшни кирлĕ. Çỹлерех асăннă постановленипе килĕшỹллĕн районта апрелĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа майăн 14-мĕшĕччен ялсенчи урамсене, парксене, скверсене, хушма хуçалăхсене тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăх ирт-тересси çинчен район пуçлăхĕ ятарлă постановленипе пĕлтернĕ. Çак уйăхлăх мĕнле иртни пирки эпир хаçат страницисенче çутатса тăма тăрăшăпăр. Хамăр пурăнакан, ĕçлекен вырăнсене таса тытăр, тирпейлĕхшĕн тăрăшăр.