ВĔСЕМ КУНĔН-ÇĔРĔН ПОСТРА
Раççей пушар хуралне 357 çул çитнĕ кунсенче район çыннисемпе 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçĕ, унта тăрăшакансем пирки чарăнса тăрасшăн. Пирĕн ĕçченсем кунĕн-çĕрĕн районта вут-кăвар ан тухтăр тесе тăрăшаççĕ, хуралта тăраççĕ. Вĕсем пурте пушар хăрушлăхне лайăх ăнланаççĕ. Пушарнăйсен инкек сиксе тухнă вырăна кирек хăçан та тухса кайма хатĕр пулмалла. Пирĕн ĕçченсем çапла тăваççĕ те. Акă, Юрий Иванов, Анатолий Тихонов, Николай Лупов, Александрпа Андрей Самарин водительсем (пурĕ вĕсем вуннăн) кирек хăш самантра та вут-çулăма хирĕç кĕрешме тухса кайма хатĕр. Пушар техники вара кивелнĕ, унпа 20 çул ытла усă куратпăр. Машинăсене вăхăтра пăхса тăмасăр, вĕсене хатĕрлемесĕр май килмест. Юсавсăр техникăпа "хĕрлĕ автана" хирĕç тăраймăн, унăн çулне пỹлеймĕн. Караул начальникĕсем пирĕн тăваттăн. Юрий Карсаков, Андрей Прохоров, Иван Порфирьев, Николай Мамуткин пирки уяв кунĕнче ăшă сăмахсемпе мĕнле асăнмăн. Вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе тăваççĕ. Александр Антонов, Юрий Юманов, Сергей Жуков, Михаил Дряблов- пушар сỹнтерекен боецсем. Вĕсем вут-çулăм аякка сиксе ан ỹктĕр тесе çийĕнчех инкек вырăнĕнче кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Начальник çумĕ Андрей Жуков, Андрей Жирнов инженер хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ. Пирĕн районти пушарнăйсен ăсталăхне республика шайĕнче ирттерекен пушар спорчĕ енĕпе йĕркеленĕ ăмăртусенчи çитĕнỹсем те туллин уçса параççĕ. Вĕсем пĕрре мар республика призерĕсем пулса тăнă. Пушар хуралĕн ветеранĕсемпе те çыхăну тытатпăр. Виталий Мамуткин, Илья Прохоров, Владимир Павлов пирĕн ĕçченсем патĕнче час-часах пулаççĕ. Пушар хăрушлăхне хирĕç сахалах мар ĕçлетпĕр пулин те, вăл района çулсеренех нумай сиен кỹрет. Çакă чылай чухне çынсем асăрханусăр пулнипе те айăплă. Акă, 2003 çулта 35 пушарта 483 пин тенкĕлĕх, 2004 çулта 38 пушарта 700 пин тенкĕлĕх пурлăх вутпа кĕлленнĕ. Иртнĕ çул вара районта 34 хутчен "хĕрлĕ автан" ташларĕ. Унта 802 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кайрĕ. Чи пысăк инкек вăл- пушарта çын пурнăçĕ татăлни. 2003 тата 2004 çулсенче вут-кăварсенче 3-шер çын вилнĕ. Йывăр хуйхă çакă, таврăнми çухату. Каларăмăр ĕнтĕ, пушарсем çынсем тимсĕр пулнипе нумай тухаççĕ. Хăрушлăх пирки асăрхаттарсах тăратпăр пулин те, "хĕрлĕ автан" ташлама пуçланă тĕслĕхсем чылай.Тимлĕрех пуласчĕ. Районти пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенчи пушар хуралĕн ĕçĕ пирки те каламасăр хăварас килмест. "Красный Октябрь", "Труд", "Луч", "Слава", "Урожай", "Заря" хуçалăхсенче пушар сỹнтермелли автомашинăсем яланах юсавлă, вĕсем ялсенче сиксе тухнă вут-çулăма сỹнтерме чи малтан çитеççĕ. Пушар хуралĕн ĕçĕнче татса паман ыйту чылай. Вĕсене эпир çĕнтерсе пыма тăрăшатпăр. Пушар хуралне туса хунăранпа 357 çул çитнĕ ятпа хамăр чаçри ĕçченсене, ветерансене, ялсенчи пушар ĕçченĕсене чун-чĕререн саламлатпăр, пурнăçра ăнăçу, ĕçре вăй-хал сунатпăр.