Комсомольский муниципальный округ

Асран кайми вăрçă çулĕсем

Аслă вăрçă вăхăтĕнчи хаяр çапăçусем пынă вырăнсенче тахçанах курăк шăтнă, фронтовиксем гимнастеркисене хывнă. Çапах та вăрçă хăрушлăхне, вăл вăхăтри йывăр пурнăçа никам та манман, манмасть те, вăрçă çулĕсем нихăçан та асран тухмĕç. Акă, нумаях пулмасть районти ача-пăча тĕслĕх библиотекинче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Çĕнтерỹ кунне çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă вăрçă участникĕсемпе шкул ачисен тĕлпулăвĕ иртрĕ. Çак мероприятие библиотека заведующийĕ Г.М.Зайнуллина йĕркелесе ертсе пычĕ. Р.П.Моисеевпа А.П.Артюшкин вăрçă пуçланнă вăхăтра çамрăк каччăсем пулнă. Вĕсем Тăван çĕршыва хỹтĕлесе вăрçă хирĕнчи çапăçусене аса илчĕç. А.Н.Манзуркинăпа З.Ф.Счетчикова, шкул ачисем, аслисемпе пĕрле тырă вырнă, кĕлтесем йăтнă, йĕтем çинче тата ытти çĕрте те тăрăшса ĕçленĕ. Кун пирки вĕсем тĕлпулăва килнĕ Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнчи 5-7-мĕш классене каласа пачĕç. "Çĕр çинче урăх нихăçан та вăрçă вучĕ ан кĕрлетĕр",- терĕç ветерансем. Ачасем вĕсене тимлĕн итлерĕç, хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илчĕç. Библиотека заведующийĕ Г.М.Зайнуллина ачасене "А сердце помнить нам велит..." кĕнекепе паллаштарчĕ. Çавăн пекех ĕç ветеранĕсене библиотекăра ĕçлекенсем парнесем пачĕç.



"Каçал Ен"
03 мая 2006
00:00
Поделиться