Комсомольский муниципальный округ

ТЕПĔР ХУТ ЭНЦИКЛПЕДИ ПИРКИ

Тăван тавралăх историне, паллă çынсен пурнăçне, культурăпа йăла-йĕркине тĕпчесси юлашки вăхăтра пирĕн республикăра, хуласемпе районсенче, ялсенче аталансах пырать. Темиçе çул каялла Чăваш Республикин кĕске энциклопедийĕ пичетленсе тухрĕ. Ăсчахсемпе таврапĕлỹçĕсем хальхи вăхăтра республикăн нумай томлă энциклопедине хатĕрлеççĕ. Патăрьел, Елчĕк, Хĕрлĕ Чутай тата ытти хăшпĕр районсен энциклопедийĕсем пичетленсе тухрĕç. Комсомольски районĕн историне тĕпчес енĕпе те сахал мар ĕç тунă. 1999 çулта "Летопись села Комсомольское и населенных пунктов Комсомольского района Чувашской Республики" кĕнеке вулакансем патне çитрĕ. Ун хыççăн тĕрлĕ çулсенче "Люди нашего района" серипе Владимир Григорьев таврапĕлỹçĕ пилĕк кĕнеке хатĕрлесе кăларчĕ. Халĕ район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Каçал - Кĕтне тăрăхĕн энциклопедине çырас ĕç пырать. Ĕçĕ ку чыслă, кирлĕ ĕç, анчах питех те кăткăс та чăрмавлă. Ĕçлев ушкăнĕ (унта Владимир Григорьев, Петр Таллеров, Герман Ксенофонтов тата эпĕ) энциклопеди валли икĕ пине яхăн тĕрлĕ статья çырса хатĕрлерĕ те ĕнтĕ. Материалсем пухас енĕпе ĕçĕн çуррине те пурнăçламан-ха. Тăрăшмалли, тертленмелли пайтах. Ĕçлев ушкăнĕнчи çынсем хистенипе тата "Каçал ен" хаçатра энциклопеди çырма пикенни çинчен материал пичетленсе тухнă хыççăн районти таврапĕлỹçĕсен ответлăхĕ палăрмаллах пысăкланчĕ. П.Архиповран (Çĕнĕ Сĕнтĕр), Е.Морозовран (Юнтапа), И.Артемьевран (Çĕнĕ Шупашкар), С.Алиулловран (Тутар Эльпуç), А.Агафоновран (Шупашкар), А.Ежергинăран (Тури Тимĕрчкасси), А.Кокоревран (Кĕçĕн Каçал) çырусем илтĕмĕр. Эпир ĕçлекен, пурăнакан вырăна кĕрсе тухса информаци паракансем те йышланчĕç. Çакă пире хавхалантарать, çине тăрарах ĕçлеме вăй парать. Пуçланă ĕçĕн хăçан та пулсан вĕçĕ те пулмалла. Энциклопеди çырассин вĕçĕ хальлĕхе пăхса та курăнмасть-ха. Ку енĕпе халăх пулăшăвĕ кирлĕ. Кашни ялтах пĕр е икĕ таврапĕлỹçĕ пулмалла. Çынсен хăйсен çинчен информацисем, сăнỹкерчĕксем хатĕрлемелле (çамрăк, ку чухнехи е темиçе çул каяллахи те юрать). Ялсем мĕнле пуçланса кайни, епле аталанни çинчен хайлавсем кирлĕ. Кашни ялтах шкул, медпункт, клуб е библиотека, ытти учрежденисем пур. Вĕсен историне уçса парса энциклопедине кĕртесчĕ, йăла-йĕрке, уявсем çинчен каласа парасчĕ. Этем ĕмĕрĕ вăрăм мар. Районшăн пысăк ĕç туса хăварнă, пиртен яланлăхах уйрăлса кайнă паллă çынсем те энциклопедие кĕмесĕр ан юлччăр. Комсомольски районĕнчен тухса республикăра, Раççейре палăрнă çынсем çинчен те каласа парасчĕ. Вăхăт хăвăрт иртет, паян тумалли ĕçе ырана хăварма юрамасть. Юлашкинчен çакна каласшăн. Пирĕн ушкăнăн ертỹçи Владимир Яковлевич Григорьев (Шупашкара куçса киличчен вăл КПСС Комсомольски райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче нумай çул ĕçленĕ) кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕнче ирхине сакăр сехетре район администрацийĕн çуртĕнче пулать. Таврапĕлỹçĕсем, чĕнессе кĕтсе ан тăрăр, унпа тĕл пулса хăвăр мĕн çырнине парса ярăр. Çакă Комсомольски районĕн энциклопедине кăларас ĕçе нумай хăвăртлатĕ. 



"Каçал Ен"
27 мая 2006
00:00
Поделиться