ТИРПЕЙЛĔХ ÇИНЕ ЫТЛАРАХ ТИМЛĔХ УЙĂРМАЛЛА
Майăн 25-мĕшĕнче район пуçлăхĕн ĕç пỹлĕмĕнче право йĕркине пăснине хирĕçле профилактика комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ Геннадий Волков ертсе пычĕ. Пирваях Петр Муллин Тукай ял поселенийĕн территорийĕнче право йĕркине пăсассине хирĕç епле кĕрешни, профилактика тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа пачĕ. Шел пулин те, ку тăрăхра преступлени тăвакансен йышĕ чакни курăнмасть. 2005 çулта кунта пурăнакансем обществăлла йĕркелĕхе пĕр хутчен пăснă пулсан, кăçал çак хисеп 5-е çитнĕ. Йĕркеллĕ мар çемьесем те пур-ха. Петр Алексеевич профилактика канашĕ, вырăнти депутатсем çак проблемăпа мĕнле ĕçсем тунине тата тума палăртни пирки каларĕ. Комисси ларăвне ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннипе усă курса, район пуçлăхĕ урамсен, масарсен тирпей-илемĕ пирки те сăмах пуçарчĕ. Районти чылай ялта çак ĕçе куллен туса пыраççĕ, çавăнпа урамсенче тасалăх куçа илĕртет. Пач тепĕр майлă ỹкерчĕксем те курма пулать-ха. Геннадий Федорович хăй çак кун Чĕчкен, Тукай ял поселенийĕсенчи ялсене çитсе курнине каласа пачĕ, вырăнсенче тунă фотоỹкерчĕксем кăтартрĕ. Аслă Чурачăкпа Чĕчкен урамĕсенче пур çĕрте те тирпейлĕ пулсан, Тукай ял тăрăхĕ çинчен кун пек калаймăн. Тури Тимĕрчкасси масарĕнче картасем тỹнсе пĕтнĕ, Анат Тимĕрчкасси культура çуртĕнчи подвал тăррине юр ишсе антарнăранпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те ăна никам алли те пырса тĕкĕнмен. Вутлан, Çĕнĕ Мăрат, Тăманлă Выçли ялĕсенче унта та кунта, ирĕк паман çĕрте, свалкăсем туса янă. Çав вăхăтрах Çĕнĕ Мăратри вăтам шкулпа çемье офисĕнче йĕрке хуçаланать. "Кун пекки асăннă территорире çеç мар, ыттисенче те пулма пултарать. Ялсене тирпей-илем кĕртесси- сирĕн пирвайхи тивĕçĕр. Çитес кунсенчех йĕрке тумасан калаçу хивререх пулĕ",- терĕ Геннадий Федорович. Массăллă информаци хатĕрĕсенче право йĕркин профилактики тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени пирки "Каçал ен" район хаçачĕн редакторĕ Любовь Шуряшкина тата райадминистрацин информаципе тивĕçтерекен пайĕн специалисчĕ Новелла Розова паллаштарчĕç. Кун йĕркине кĕртнĕ виççĕмĕш ыйтупа районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ Александр Ларионов сăмах илчĕ. Вăл йĕркесĕр çемьесемпе, тĕрмерен ирĕке тухнисемпе, наркотик енчен шанăçлă маррисемпе вĕсем малашне саккуна пăсасран асăрхаттарас тĕлĕшпе епле ĕçсем туни çинче чарăнса тăчĕ. Пăхса тухнă ыйтусемпе комисси членĕсем тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.