Комсомольский муниципальный округ

ЭСТРАДА ЮРРИСЕНЕ ШĂРАНТАРЧĔÇ

Тутар эстрада юррисен "Урмай моны" фестивалĕн чапĕ çулсеренех ỹссе пырать. Халĕ вăл регионсем хушшинче иртекен чи пĕлтерĕшлĕ пысăк уяв. Кăçалхи 19-мĕш фестиваль майăн 26-28-мĕшĕсенче иртрĕ. Урмаелĕнчи культура çуртĕнчи концерта район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, ЧР культура министрĕн çумĕ В.С.Бондарев салам сăмахĕсемпе уçрĕç. Сакăр регионти тата Китай çĕршывĕн юрăçисем фестивале хутшăнма кăмăл тунă. Йошкар-Ола, Хусан, Волгоград, Екатеринбург, Анат Кама, Ижевск, Анат Чаллă хулисенчи эстрада юрăçисем концертра илемлĕ сассисемпе куракансене тыткăнларĕç. Фестивале пĕрремĕш хутчен Китай çĕршывĕн юрăçи А.Турсантай хутшăнчĕ. Жюри членĕсем иккĕмĕш тура тухнă 40 каччăпа хĕрĕн пултарулăхне хак пачĕç. Шупашкар хулинчи республикăри халăхсен 3-мĕш "Сабантуй" уявĕнче çĕнтерỹçĕсен гала-концерчĕ пулчĕ. Гран-прие Диляра Гадельшина (Ижевск), Ландыш Хазияхметова (Анат Чаллă) юрăçсем илме тивĕç пулчĕç. Гузель Ахметова (Хусан), Турсантай Ахметжан (Китай), Руслан Ваккасов (Екатеринбург), Ильфат Айсын (Тукай Мишер ялĕ) "Урмай моны" фестиваль лауреачĕсем, Каçал тăрăхĕн эстрада юрăçине, Фанис Садретдинова, "Радио Свобода" (Чехи) ятарлă парнепе чысларĕ. Çĕнтерỹçĕсене саламлатпăр. 2007 çулта 20-мĕш "Урмай моны" фестивале тата та анлăрах уявласшăн. Фестивалĕн пур çĕнтерỹçисене те пĕрле пуçтарасшăн. 



"Каçал Ен"
31 мая 2006
00:00
Поделиться