Комсомольский муниципальный округ

КАННĂ ХЫÇÇĂН УЯВРА, ВĂЙ ПУХĂНĔ ĔÇЛЕМЕ

Иртнĕ эрнере районти ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçпе юрă уявĕсем малалла тăсăлчĕç. Çак йĕркесен авторне шăматкун "Восток" тата "Заря" кооперативсене Акатуя çитсе курма тỹр килчĕ. "Восток" ЯХПКра кăçал çурхи ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра та пахалăхлă пурнăçланă. Çакăнта механизаторсен çеç мар, тимĕрçĕсемпе слесарьсен, водительсен, вăрлăха имçамлакансен, турттаракансен тата ыттисен тỹпи те пысăк. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен кăтартăвĕсем те аван. Акă, районти конкурсра çак хуçалăхăн доярки Марина Белкова чи-чи маттурри пулнă. Ял ĕçченĕсене Акатуйра кооператив ертỹçи Валерий Михеев хастарлăхшăн тав туса укçан преми пачĕ. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Георгий Киргизов ĕçпе юрă уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, "Восток" районти социаллă-экономикăллă кăтартусемпе малтисен ретĕнче пынин сăлтавĕ шăпах вĕсенчен нумай килнине палăртрĕ. Ял çыннисене Шупашкартан килнĕ Александр Васильев, Елена Иовлева, Ольга Кондратьева, Маша Павлова илемлĕ концертпа савăнтарчĕç. Спорт мероприятийĕсене ялта пурăнакансем йышлăн хутшăнчĕç. Кĕвентепе шыв йăтса, автомашинăна вĕренпе сĕтĕрсе тата ытти вăйăсенче кам вăйлăрах пулнине палăртрĕç. "Заря" кооперативра та ĕçпе юрă, спорт уявĕ питĕ хаваслă, интереслĕ иртрĕ. Çĕнĕ Мăратра тата Вутланра пурăнакансене саламласа районти вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Николай Максимов малашне те ĕçре хастар пулма, çитĕнỹсем тума сунчĕ. Хуçалăх ертỹçин Анатолий Павловăн аллинчен парнесем илни вара вĕсене хавхалану пачĕ. Торжествăлла пай вĕçленсен ял çыннисем чăваш эстрада юрăçисен концертне курса савăнчĕç. Сергей Павлов, Алексей Московский тата Катя Голубева хăйсен илемлĕ юррисемпе куракансене тыткăна илчĕç. Спорт мероприятийĕсем пуçланнă çĕре çумăр аванах пĕрĕхме пуçлани уява килнисене ним чухлĕ те шиклентермерĕ. Калуша инçĕшне ывăтассипе, михĕ йăтса, тăхăнса чупассипе, канат туртассипе, волейболла выляса ăмăртрĕç хуçалăх ĕçченĕсем. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕнтернĕ Сергей Жестянкин уяв парнине - такана илме тивĕç пулчĕ. Акатуйран саланма никам та васкамарĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем вылярĕç, савăнчĕç, кăмăлтан канса малашлăх валли вăй пухрĕç. 



"Каçал Ен"
31 мая 2006
00:00
Поделиться