Комсомольский муниципальный округ

ПРИОРИТЕТЛĂ НАЦИ ПРОЕКЧĔ. ХАЛĂХ СЫВЛĂХНЕ - ТИМЛĔХ

"Сывлăх" наци проектне пурнăçлас тĕлĕшпе пирĕн район больницинче те анлăн ĕçлеççĕ. Чи малтанах РФ Правительствин 851-мĕш йышăнăвĕпе, участок терапевчĕсене, педиатрсене, пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕн врачĕсене, вĕсен медсестрисене кăрлач уйăхĕнчен хушма тỹлевсемпе тивĕçтернĕ. РФ Правительствин 868-мĕш тата 876-мĕш йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн çĕршывра ĕçлекен граждансен (сăмах бюджет сферинчи 35-55 çулсенчи ĕçченсем пирки) хушма диспансеризацине йĕркеленĕ. Çак ĕç пирĕн районта та пырать. Çавна май патшалăх муниципаллă органĕсенче, вĕрентỹ, сывлăха сыхлас, социаллă хỹтлĕх, культура, физкультура системинче вăй хуракансен районти тĕп больницăра сывлăхне тĕрĕслеттерме май пур. Асăннă категорири çынсемшĕн тĕрĕслев тỹлевсĕр. Хушма диспансеризаци, паллах, халăх сывлăхне çирĕплетес ĕçре пысăк пулăшу пама тивĕçлĕ. "Тĕрĕслеве анлăн ирттереççĕ: терапи, хирурги, офтальмологи, акушерствăпа гинекологи, рентгенологи, клиникăпа лаборатори диагностики, эндокринологи... Çавăнпа та пурин те сывлăха тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеме больницăна килмелле,- тет тĕп врачăн çумĕ Т.С.Тимергалиева. Тĕрĕслеве чир-чĕре вăхăтра тупса палăртас тĕлĕшпе йĕркеленĕ. Кашни çын пуçне 500 тенкĕ укçа уйăрнă. Енчен те чир-чĕр тупса палăртсан, малалла сипленме хамăрăн кĕсьерен тăкакланма тивет. Районĕпе 2006 çулта 1 пин те 500 çын тĕрĕслев урлă тухмалла. Çавăнпа та поликлиника заведующийĕ Н.Н.Таборкина кашни учреждени валли ятарлă график хатĕрленĕ. Май пур чухне, пурне те сывлăха упрас тĕлĕшпе тухтăрсем патĕнче тĕрĕсленме сĕнеççĕ. Çавăн пекех сывлăха сыхлас сферăра наци проектне пурнăçлас тĕлĕшпе çынсене хушма иммунизацилес ĕç пырать. Тин çуралнă ачасенчен пуçласа 17 çула çитиччен тата 35 çулти çынсене хушма вакцинаци тăваççĕ. Паянхи куна тỹлевсĕр вакцинăпа В гепатит, хĕрлĕ шатра, полиомиеолит, грипп чирĕсенчен сыхланма пĕрремĕш прививкăсене тунă. Медицина ĕçченĕсен вакцинацине 3 хутчен йĕркелемелле. Районти тĕп больницăри ятарлă ушкăн: ача-пăча педиатрĕ М.С.Колесниченко, прививка тăвакан медсестрасем Л.Н.Карсаковăпа Л.В.Зимцова ялсене тухса çỹренĕ. 3920 ачана прививка тунă. Проектăн тепĕр паха енĕ - ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсене ача çуратмалли сертифиткатсемпе тивĕçтересси. Çире пур çын хĕрарăм консультацине суйламалли йĕркепе усă курать, унта ăна шута илеççĕ, сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ. Çуратмалли çурта та хăй кăмăлĕпе суйлама пултарать вăл. Çире пур тапхăрта тата çуратнă чух сертификат квалификациллĕ тата пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме май парать. Йывăр çын хĕрарăмсене медицина пулăшăвĕ паракансем кун пек чухне кашни çыншăн 2000 тенкĕ, çураттарнă чух медицина пулăшăвĕ-пе тивĕçтерекенсем 5000 тенкĕ илеççĕ. Ку, паллах, хĕрарăмсемшĕн паха. Вĕсем тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Медицина учрежденийĕсем çак укçана тĕрлĕ эмелсем, препаратсем, аппаратсем туянма тăкаклаççĕ. "Сывлăх" наци проектне районти тĕп больницăри тухтăрсемпе медсестрасем пурнăçа кĕртес тесе тăрăшаççĕ. Çак енĕпе чылай ĕç туса ирт-тереççĕ. Проект халăх сывлăхне çирĕплетме, унăн пурнăç условийĕсене, медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатма май парать. Çавăн пекех медицина ĕçченĕн ĕçĕ-хĕлĕ те, пурнăçĕ те чылай улшăнать. 2006 çулта васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçне тĕпрен улăштарма йышăннă. Çавна май Канашра çĕнĕ йышши телекоммуникаци технологийĕсемпе ĕçлекен диспетчер служби тума палăртаççĕ. Района васкавлă пулăшăвăн 2 автомашини килмелле. Васкавлă медицина ĕçченĕсен шалăвĕ ỹснине те палăртмалла.



"Каçал Ен"
31 мая 2006
00:00
Поделиться