ТУПĂШУ ХĔРỹ ИРТРĔ
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пултаруллă выльăх-чĕрлĕх пăхакансем чылай. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах вĕсенчен чи ăстине тупса палăртас тĕллевпе машинăпа сĕт сăвакансен тата техник-осеменаторсен конкурсне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕнче иртрĕ. Ăмăртăва район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов уçрĕ, дояркăсемпе техник-осеменаторсене ăнăçу сунчĕ. Ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальтдинов, районти ветстанци начальникĕ Р.М.Велимухаметов конкурс условийĕсемпе паллаштарчĕç. "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Н.М.Копташкин хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Асанкасси сĕт-çу ферминчи ĕнесем кашни талăкра 21 килограма яхăн сĕт антараççĕ. Ку - районта чи пысăк кăтарту. Çакă кунта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине чăннипех те пысăк тимлĕх уйăрнине туллин çирĕплетет. Сăмах май каласан, пирĕн район кашни ĕнерен сĕт суса илессипе çулталăк пуçланнăранпах республикăра пĕрремĕш вырăнта пырать. Кăçалхи конкурса 11 доярка, 10 техник-осеменатор хутшăнчĕ. "Асаново", "Восток", "Заря", "Искра", "Луч", "Пайгас", "Рассвет", "Слава", "Труд", "Турхан", "Урожай" хуçалăхсенчи дояркăсене хăйсен ăста-лăхне тĕрлĕ конкурссенче тĕрĕслесе пăхма тиврĕ. Малтанах вĕсем сĕт сумалли аппарата сỹтсе пуçтарчĕç. Жюри кунта мĕнле вăхăт кăтартнине çеç мар, тĕрĕс пуçтарнине те шута илчĕ. Ун хыççăн теориллĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Дояркăсем ĕнесене сума хатĕрленине, сĕт сунине те тĕрĕслерĕç. Техник-осеменаторсен те хăйсем пултаруллă пулнине ăмăртура кăтартса пачĕç. Çамрăк выльăх илесси вĕсенчен нумай килет-çке. Хумхануллă самант. Жюри членĕсем çĕнтерỹçĕсене палăртаççĕ. Дояркăсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна "Восток" ял хуçалăх кооперативĕн-чи Марина Белкова çĕнсе илчĕ. Вăл кăçал пĕрремĕш çул çеç çак конкурса хутшăнать. Унăн район чысне республикăра хỹтĕлемелле. 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсенче - Татьяна Еремеева ("Урожай"), Вера Яковлева ("Асаново") дояркăсем. Техник-осеменаторсенчен "Искра" колхозри Р.Ветрова чи мала тухрĕ, "Заря" ял хуçалăх кооперативĕн техник-осеменаторĕ П.Зверев иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Е.Демьянова ("Асаново") виççĕмĕш пулчĕ. Çĕнтерỹçĕсене республикăри ăмăртура ăнăçу сунатпăр.