Комсомольский муниципальный округ

Район хыпаресем

ÇУРТ-ЙĔР ТĂВАССИ ỹСНĔ

Çур çулти пĕтĕмлетỹсемпе килĕшỹллĕн, районта пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси пĕлтĕрхипе танлаштарасан, 16,9 процент ỹснĕ. Ултă уйăх хушшинче 4810 тăваткал метр пурăнмалли уйрăм çурт-йĕр хута кайнă.

 

ТУПĂШ ЫТЛАРАХ

2006 çулхи ултă уйăхра районта Федераци казначействин управленийĕ урлă патшалăх фончĕсемпе пĕтĕм шайри бюджета пурĕ 52240 пин тенкĕ укçа кĕнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 19 процент ытларах. Çак укçаран 1314 пин тенкине налук тỹлекенсене тавăрса панă, 50306 пин тенкине бюджетсене уйăрнă.

 

АЧАНА ТĔРĔС ВОСПИТАНИ ПАРАССИ АШШĔ-АМĂШĔН ТИВĔÇĔ

Июнĕн 1-20-мĕшĕсенче "Подросток - семья" операцин пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Çак вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан çул çитмен ачасемпе, йĕркене пăсасран профилактика ĕçĕсем туса иртернĕ. Тĕрлĕ çемьесенче пулнă. Ачисене çителĕклĕ воспитани парайман, хăйсен тивĕçне туллин пурнăçламан ашшĕ-амăшĕсене шута илнĕ. Вĕсен тĕлĕшпе тĕрлĕ мерăсем йышăннă, хăшĕ-пĕрисене ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă.

 

АЧАСЕНЕ ТИМЛĔХ КИРЛĔ

Çул çитменнисен, çапкаланчăк ачасен хушшинче йĕркене пăсассине хирĕç кĕрешес тата вĕсене тĕрĕс воспитани парас тесе профилактикăлла ĕçсем ирттерес енĕпе "Подросток" операцин иккĕмĕш тапхăрне йĕркеленĕ. Çавăн пекех июль уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенче "Подросток - лето" операцин иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Ачасемпе çуллахи каникул вăхăтĕнче уйрăмах тимлĕ пулмалла. "Подросток-забота" операцин виççĕмĕш тапхăрне август уйăхĕн 4-12-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Çак уйăхсенче çул çитмен ачасем тĕлĕшпе профилактика ĕçĕ чылай тăваççĕ.

 

РЕЙД ИРТТЕРЕÇÇĔ

Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем суту-илỹ точкисен тата çамрăксем ытларах пухăнакан вырăнсене ятарлă рейдсемпе тухса çỹреççĕ. Эрех-сăрапа сутă тăвакансене тĕрĕслеççĕ. Закона пăсакансене административлă майпа айăплаççĕ.

 

ПРЕСТУПЛЕНИ ỹСНИ ХУМХАНТАРАТЬ

Кăçал 6 уйăхра çул çитменнисем 8 преступлени тунă. Пĕлтĕр çак вăхăтра 7 преступлени пулнăччĕ. Çамрăксем ытларах çын пурлăхне çаратаççĕ. Кăçал 5 преступлени вăрлассипе, çаратассипе çыхăннă. Ку вăл пĕтĕм преступленин 72 проценчĕ пулать. Шалти ĕçсен çул çитмен ачасен подразделенийĕнче 27 ача шутра тăрать. Вĕсенчен 15-шĕ - 16-17 çулсенче, 3-шĕ 14 çула та çитмен. Воспитани ĕçĕнчи çитменлĕхсемшĕн 1 çемьене административлă майпа айăпланă. 7 ачана спирт шĕвекĕсем ĕçнĕшĕн явап тыттарнă. Пĕчĕк хулиганла ĕçсемшĕн çул çитмен 1 ачана айăпланă. Çамрăксем хушшинче преступлени тăвасси ỹссе пыни хумхантарать. Районти шалти ĕçсен пайĕ преступленисене уçса парас тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Кăçалхи çур çулта шырав тата дознани органĕ 71 преступление тупса палăртнă (пĕлтĕр 99). Криминаллă милици 36 преступление шута илнĕ (иртнĕ çул йĕркелĕхе 42 хутчен пăснине регистрациленĕ). Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ кăçал 75 преступлени тупса палăртнă, 2005 çулта - 41 преступлени. Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса парасси 73% çитнĕ.



"Каçал Ен"
15 июля 2006
00:00
Поделиться