Район хыпаресем
УЙ-ХИРТЕ
Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. Июлĕн 17-мĕшĕ тĕлне пурĕ 6244 гектар пĕр тата нумай çул ỹсекен курăксем çулнă. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем пикенсех утă, сенаж хатĕрлеççĕ. Çỹлерех асăннă кун тĕлне районĕпе 6318 тонна утă янтăланă, 26904 тонна сенаж хывнă. Яланхи пекех çак енĕпе "Урожай", "Асаново", "Восток", "Труд", "Слава", "Искра" хуçалăхсем лайăх ĕçлеççĕ. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕ 50 гектар пăрçа çулнă. "Восток" хуçалăхра та 6 гектар кĕрхи тулă вырнă. Малашне тырăсем пиçсе çитсе пыраççĕ. Комбайнсене хатĕрлесе çитермелле. Мĕн çитĕнтернине тăкаксăр пухса кĕртесчĕ.
ÇĔНĔ СТРОЙКĂСЕМ
Райпон хушма çурчĕн иккĕмĕш хучĕ хăпарать. Часах ăна туса пĕтереççĕ. Кунта налук инспекцийĕ вырнаçмалла. Редакци тăррине те йывăçран иккĕмĕш хут хăпарса ларчĕ. Унччен типографи çурчĕ пулнă вырăнта тата иккĕмĕш хутра пенси фончĕ вырнаçмалла. Иккĕмĕш хута В.Фадеев ертсе пыракан строительсен организацийĕ пурнăçлать. Çурта пĕтĕмпех ăшă япаласемпе хăпартаççĕ, çиелтен çĕнĕ йышши материалсемпе витеççĕ. Çавăн пекех редакци вырнаçнă çурта та çĕнетеççĕ. Чỹречесем пĕтĕмпех пластикран пулмалла. Иккĕмĕш хутра туалетсем пулаççĕ. Шыв парассине йĕркелĕç. Часах Пенси фончĕпе налук инспекцийĕ çĕнĕ çуртсене куçĕç. Комсомольскинчи МСО коллективĕ виçĕ хутлă çурта туса пĕтерчĕ, çĕннине тума никĕс ярас ĕç пуçланчĕ.
ПЕНСИОНЕРСЕМ АХАЛЬ ЛАРМАÇÇĔ
Пасар кунĕсенче шăпăр, милĕк, çава аври сутнине курма пулать. Сутаканнисем - пенсионерсем. В.Соловьев, В.Кокорев пенсионерсем, акă, милĕк, шăпăр хатĕрлесе килнĕ. Милĕксем çав тери лайăх сутăнаççĕ. Хакĕ те пысăк мар. Пĕр мăшăр 15 тенкĕ çеç. Вăрмантан аякри çынсем çак таварсене хапăлласах туянаççĕ. Мĕншĕн тесен кашниех вăрмана кайса çỹреймест. Н.Галкин хĕллехи вăхăтра карçинккасем турĕ, халĕ милĕк çыхать. Заказ панипе ĕçлет. Пĕрре те ахаль ларма вăхăт çук. Ыйтнисене пурнăçласа ĕлкĕреймест. В.Кокорев шăпăрсем çыхать. Шăпăр туянакансем те тупăнаççĕ. Вак таварсем сутсах пенсионерсем хушма укçа чылай пуçтараççĕ. В.Соловьев милĕк çыхсах 4 пин ытла укçа ĕçлесе илме пултарнă. Ку вăл çемье бюджетне пысăк пулăшу.