ĔÇ СЫХЛАВНЕ ЫТЛАРАХ ТИМЛĔХ УЙĂРМАЛЛА
Предприятире, хуçалăхра ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене тивĕçтересси - кăткăс, нумай енлĕ ĕç. Районти ĕç паракансем çав тĕлĕшпе кăларнă саккунсене мĕнле пăхăннине Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕ иккĕмĕш кварталта комплекслă тĕрĕсленĕ. Инспекци специалисчĕсем районти тĕрлĕ формăллă 35 предприятипе организацире, уйрăм предприниматель патĕнче пулнă, вĕсенчи ĕç, санитари условийĕсене, ĕç хутшăнăвĕсене епле йĕркеленине, пушар хăрушсăрлăхне тĕпченĕ. Çав пĕтĕмлетỹсем тăрăх нумаях пулмасть райадминистраци залĕнче ĕç сыхлавĕн ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Канаш, Тăвай районĕсенчи организацисемпе предприятисен ертỹçисемпе ĕç хăрушсăрлăхĕ енĕпе тимлекен специалистсем, профсоюзсен представителĕсем хутшăнчĕç. Ларăва Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ, ведомствăсем хушшинчи ĕç сыхлав комиссийĕн председателĕн заместителĕ Людмила Рулькова ертсе пычĕ. Район пуçлăхĕ Геннадий Волков хăйĕн кĕске сăмахĕнче руководительсене Раççей Федерацийĕн ĕç укçин чи пĕчĕк виçи пирки калакан законне пăхăнма ыйтрĕ. Акă, паянхи кун тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем тăрăх вăтам ĕç укçи 2010 тенкĕпе танлашать. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕнчен чи пĕчĕк ĕç укçи 1100 тенкĕрен пĕчĕк пулмалла мар тесе палăртнă пулин те, "Сюрбеево" ОООра çак кăтарту 997 тенкĕпе çеç танлашнă. Геннадий Федорович çавăн пекех ĕç укçи енĕпе парăмсем пулмалла марри пирки те аса илтерчĕ. Людмила Рулькова ĕç условийĕсем тата сыхлавĕ тĕлĕшпе республикăри организацисенче мĕнле лару-тăру пулнипе паллаштарчĕ. "Çынсен ĕç условийĕсене аванлатас тесе чылай тăрăшатпăр пулсан та, çакă пур çĕрте те кирлĕ пек пырать тесе калаймăн. Акă, кăçалхи ултă уйăхра республикăра производствăри инкексенче 17 çын пурнăçĕ татăлнă, 33 çын сусăрланнă. Кун пек тĕслĕхсем Комсомольски, Елчĕк, Тăвай, Красноармейски, Элĕк районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче пулман", - терĕ Людмила Ивановна. Инкексен сăлтавне вăл техника, оборудовани кивелнипе, çынсем ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнманнипе çыхăнтарчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ иккĕмĕш ыйту - пирĕн районта ĕç хăрушсăрлăхне комплекслă тĕрĕсленин пĕтĕмлетĕвĕсем. Вĕсемпе Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕн специалисчĕсем паллаштарчĕç. Тĕрĕслев лайăххине те, çитменлĕхсене те тупса палăртнă. Çитменлĕхсем шутĕнче - хăшпĕр çĕрте (турра шĕкĕр, ун пеккисем сахал) шалу вăхăтра памаççĕ, ĕç кĕнекисене çийĕнчех уçмаççĕ, коллективлă договор йышăнман, санитари нормисене пăхăнман тата ытти те. Ĕç законодательствине пăснă тĕслĕхсемпе 34 çынна административлă явап тыттармалла тунă, предписанисем çырнă. Палах, çак асăрхаттарусене илнисем вĕсене тỹрлетме тăрăшĕç. Пурнăç, сывлăх - чи хаклă пурлăх. Ĕç çыннин хăрушсăрлăхне йĕркелес ĕçре вара вак-тĕвек çук. Лару вĕçĕнче унта хутшăннисем комисси членĕсене хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç, вĕсем çине тĕплĕ хуравсем илчĕç.