Район хыпаресем
Сăвăм пысăкрах Çу кунĕсем выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илмелли чи лайăх тапхăр. Ешĕл апат, уçă сывлăш продуктивлăх çине витĕм кỹреççех. Паянхи куна районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсем кашни ĕне пуçне 131-шер килограмм, е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 45 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ. Сăвăм "Рассвет" хуçалăхра уйрăмах пысăк. Кунти ĕнесем кашни талăксерен 21,5 килограмм сĕт антараççĕ. "Луч", "Слава", "Труд", "Урожай" хуçалăхсенче те кашни ĕнерен 16,7-14,6 килограмм сĕт сăваççĕ. Çав вăхăтрах "Изамбаево", "Красный маяк" ял хуçалăх кооперативĕсенче сăвăм 2-3 хут сахалрах. Сĕчĕ пулсан укçа-тенки кĕрет-çке.
Купол хăпартрĕç Аслă Чурачăкри Преображени чиркĕвĕнче пĕр вăхăт ĕç чарăнса ларнăччĕ. Кăçал вара унта çĕнĕрен вăй хума пуçларĕç. Кирпĕчрен çỹлелле купаларĕç. Çак кунсенче чиркĕвĕн тĕп куполне хăпартрĕç. Ĕçсем малалла пымалла. Анчах та укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Чиркỹ туса хута ярассин ĕçĕ вăраха кайнин сăлтавĕ шăпах çакă.
Чирлесси чакнă Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районта пурăнакансем 341 хутчен инфекци чирĕсемпе чирленине палăртнă. Ку вăл 100 пин çынран 1247,6 çын чирленипе танлашать. 2005 çулпа танлаштарсан, çакă 1,6 хут сахалтарах пулать. Санитарипе эпидемиологи шайĕ чылай лайăхланнине палăртма кăмăллă. Çавах та инфекци чирĕсем экономикăна 1003,0 пин тенкĕлĕх сиен кỹнĕ. Çынсем ытларах вар-хырăм чирĕсемпе, энтрибиозпа, хĕрлĕ шатрапа чирлеççĕ. Кăçал пĕрер хутчен вар-хырăм чирĕ, токсокароз шута илнĕ. Комсомольски, Тукай, Урмаел, Кĕçĕн Çĕрпỹел ял поселенийĕсенче уйрăмах вар-хырăм чирĕсемпе аптрасси чылай. Иртнĕ çулпа танлаштарсан кĕçĕ чирĕпе, педикулезпа, А гепатитпа чирлесси пулман. Нумай çул ĕнтĕ çынсем дифтерипе, бруцеллезпа, лептоспирозпа тата ытти ерекен чирсемпе чирлемеççĕ. Водопроводри ĕçмелли шыв вара санитарипе-химилле кăтартусемпе иртнĕ çулхинчен япăхланнă. Шыва 22 хутчен тĕрĕсленĕ пулсан, 7 хутĕнче гигиена, тăрăлăх енчен тивĕçтермен (1,8). Микробиологи тĕлĕшĕнчен 30 хутчен шыв илсе тĕрĕсленĕ пулсан, пурте санитари нормине ларнă.
"Ока" автомашинăсем панă Июлĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти "Çĕнтерỹ" асăну комплексĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ те савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Унта ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров, ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Н.В.Суслонова тата официаллă ытти çынсем хутшăннă. Н.Федоров Президент республикăри вăрçă инваличĕсене "Ока" автомашина парса чысланă. Çакнашкал хисепе пĕтĕмпе 80 ветеран тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕн-че пирĕн районти ветерансем те пур. Комсомольскинчи Ф.Б.Мамуткинпа В.С.Еремеев, Александровкăри В.Е.Ананьевпа А.П.Пушкарев, Хирти Сĕнтĕрти А.М.Галкин, Тукайри М.В.Крылов, Урмаелĕнчи М.Я.Ялюков "Ока" çăмăл автомашинăсен çăра уççисене илнĕ. Вĕсем хăйсен ĕçĕпе, паттăрлăхĕпе чăннипех те çак хисепе тивĕçлĕ.